Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ӳлӗмхине уҫса пани

Сыпӑксем

Кӗскен каласа пани

  • 1

    • Турӑ Иисус урлӑ ӳлӗмхине уҫса пани (1—3)

    • Ҫичӗ пухӑва каланӑ салам сӑмахӗсем (4—8)

      • «Эпӗ Альфа тата Омега» (8)

    • Святой сывлӑш витӗм кӳнипе Иоанн Ҫӳлхуҫан кунне лекет (9—11)

    • Мухтава тухнӑ Иисуса курӑнура курни (12—20)

  • 2

    • Эфеса (1—7), Смирнӑна (8—11), Пергама (12—17), Фиатирӑна (18—29) янӑ хыпар

  • 3

    • Сардӑна (1—6), Филадельфие (7—13), Лаодикие (14—22) янӑ хыпар

  • 4

    • Иегова тӳпере пулнине кӑтартакан курӑну (1—11)

      • Иегова хӑйӗн престолӗ ҫинче ларать (2)

      • 24 старейшина престолсем ҫинче лараҫҫӗ (4)

      • 4 херувим (6)

  • 5

    • Ҫичӗ пичетпе пичетленӗ чӗркем (1—5)

    • Путек чӗркеме илет (6—8)

    • Путек пичетсене хӑйпӑтса илме тивӗҫлӗ (9—14)

  • 6

    • Путек малтанхи ултӑ пичете хӑйпӑтса илет (1—17)

      • Шурӑ лаша ҫинчи юланутҫӑ ҫӗнтерме тухать (1, 2)

      • Вут-ҫулӑм пек хӗрлӗ лаша ҫинчи юланутҫӑ ҫӗр ҫинчен мире илет (3, 4)

      • Хура лаша ҫинчи юланутҫӑ выҫлӑх илсе килет (5, 6)

      • Шуранка лаша ҫинчи юланутҫӑ Вилӗм ятлӑ (7, 8)

      • Парне вырӑнӗ патӗнче вӗлернӗ чунсем (9—11)

      • Ҫӗр хытӑ чӗтренни (12—17)

  • 7

    • Тӑватӑ ангел аркатакан ҫилсене тытса тӑраҫҫӗ (1—3)

    • Ҫамки ҫине пичет лартнӑ 144 000-ӗшӗ (4—8)

    • Шурӑ тумтир тӑхӑннӑ темӗн чухлӗ ҫын (9—17)

  • 8

    • Ҫиччӗмӗш пичете хӑйпӑтса илни (1—6)

    • Малтанхи тӑватӑ трубана кӑшкӑртса яни (7—12)

    • Виҫӗ хут хуйхӑ килесси ҫинчен пӗлтерни (13)

  • 9

    • Пиллӗкмӗш трубана кӑшкӑртса яни (1—11)

    • Пӗр хуйхӑ иртсе каять, ун хыҫҫӑн тата икӗ хуйхӑ килет (12)

    • Улттӑмӗш трубана кӑшкӑртса яни (13—21)

  • 10

    • Хӑватлӑ ангел пысӑках мар чӗркемпе (1—7)

      • «Турӑ урӑх кӗтмӗ!» (6)

      • Сӑваплӑ вӑрттӑнлӑх вӗҫне ҫитӗ (7)

    • Иоанн пысӑках мар чӗркеме ҫиет (8—11)

  • 11

    • Икӗ свидетель (1—13)

      • Хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса 1 260 кун хушши пророкла калаҫса ҫӳреҫҫӗ (3)

      • Икӗ свидетеле вӗлернӗ, вӗсене пытарман (7—10)

      • Виҫӗ кун ҫурӑ иртсен чӗрӗлеҫҫӗ (11, 12)

    • Иккӗмӗш хуйхӑ иртсе кайрӗ, виҫҫӗмӗшӗ ҫитет (14)

    • Ҫиччӗмӗш трубана кӑшкӑртса яни (15—19)

      • Пирӗн Ҫӳлхуҫан тата унӑн Христосӗн Патшалӑхӗ (15)

      • Ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерӗҫ (18)

  • 12

    • Хӗрарӑм, ывӑл ача тата дракон (1—6)

    • Михаил драконпа ҫапӑҫать (7—12)

      • Дракона ҫӗр ҫине сирпӗтсе антараҫҫӗ (9)

      • Шуйттан хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлет (12)

    • Дракон хӗрарӑма хӗсӗрлет (13—17)

  • 13

    • Ҫичӗ пуҫлӑ тискер чӗрчун тинӗсрен тухать (1—10)

    • Икӗ мӑйракаллӑ тискер чӗрчун ҫӗр ӑшӗнчен тухать (11—13)

    • Ҫичӗ пуҫлӑ тискер чӗрчунӑн сӑнӗ (14, 15)

    • Тискер чӗрчунӑн палли тата хисепӗ (16—18)

  • 14

    • Путек тата 144 000-ӗшӗ (1—5)

    • Виҫӗ ангел пӗлтерекен хыпарсем (6—12)

      • Ангел ҫӳл тӳпере ырӑ хыпарпа вӗҫсе пырать (6, 7)

    • Христоспа пӗрлӗхре тӑрса юлса вилнисем телейлӗ (13)

    • Ҫӗр ҫинче икӗ хут тыр-пул пуҫтараҫҫӗ (14—20)

  • 15

    • Ҫичӗ асап илсе килекен ҫичӗ ангел (1—8)

      • Моисейпа Путекӗн юрри (3, 4)

  • 16

    • Турӑ ҫиллин ҫичӗ чашӑкӗ (1—21)

      • Вӗсене ҫӗр ҫине (2), тинӗсе (3), юханшывсемпе ҫӑлкуҫсене (4—7), хӗвел ҫине (8, 9), тискер чӗрчунӑн престолӗ ҫине (10, 11), Евфрата (12—16), сывлӑша тӑкаҫҫӗ (17—21)

      • Туррӑн Армагеддон вӑрҫи (14, 16)

  • 17

    • Аслӑ Вавилона суд тӑваҫҫӗ (1—18)

      • Пурте пӗлекен аскӑн хӗрарӑм хӗрлӗ тискер чӗрчун ҫинче ларать (1—3)

      • «Тискер чӗрчун малтан пурччӗ, халӗ вара вӑл ҫук, анчах кӗҫех вӑл тӗпсӗр вырӑнтан тухӗ» (8)

      • 10 мӑйрака Путекпе ҫапӑҫни (12—14)

      • 10 мӑйрака аскӑн хӗрарӑма курайми пулни (16, 17)

  • 18

    • Аслӑ Вавилона ҫӗнтерни (1—8)

      • «Манӑн халӑхӑм... унтан тухса кай» (4)

    • Вавилона ҫӗнтернӗшӗн хуйхӑрни (9—19)

    • Вавилона ҫӗнтернӗшӗн тӳпере савӑнни (20)

    • Вавилона пысӑк чула пӑрахнӑ пек тинӗсе вӑркӑнтарни (21—24)

  • 19

    • Иеговӑна унӑн приговорӗсемшӗн мухтани (1—10)

      • Путекӗн туйӗ (7—9)

    • Шурӑ лаша ҫинчи юланутҫӑ (11—16)

    • Туррӑн аслӑ каҫхи апачӗ (17, 18)

    • Тискер чӗрчуна ярса тытни (19—21)

  • 20

    • Шуйттана 1 000 ҫуллӑха сӑнчӑрласа лартни (1—3)

    • Христоспа пӗрле 1 000 ҫул хушши патшара ларакансем (4—6)

    • Шуйттана тӗрмерен кӑларӗҫ, унтан ӑна пӗтерӗҫ (7—10)

    • Вилнисене шурӑ престол умӗнче суд туни (11—15)

  • 21

    • Ҫӗнӗ тӳпе тата ҫӗнӗ ҫӗр (1—8)

      • Текех вилӗм пулмӗ (4)

      • Пӗтӗмпех ҫӗнӗ туни (5)

    • Ҫӗнӗ Иерусалима сӑнласа пани (9—27)

  • 22

    • Пурнӑҫ шывӗн юханшывӗ (1—5)

    • Юлашкинчен каланӑ сӑмахсем (6—21)

      • Кил! Пурнӑҫ шывне ахалех ил (17)

      • «Кил, Иисус Ҫӳлхуҫа!» (20)