Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Биографи

Турӑ пире хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне пӗрре кӑна мар кӑтартрӗ

Турӑ пире хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне пӗрре кӑна мар кӑтартрӗ

МАНӐН атте, Артур Гест, мӗн ҫамрӑкранпах Турӑран хӑракан ҫын пулнӑ. Малтан вӑл методистсен священникӗ пулма шутланӑ. Анчах кайран, Иегова Свидетелӗсемпе хутшӑнма тата вӗсен публикацисене вулама пуҫласан, унӑн тӗллевӗсем улшӑннӑ. 1914 ҫулта, 17-ре чухне, вӑл шыва кӗнӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӑна ҫара илсе каясшӑн пулнӑ. Атте алла хӗҫ-пӑшал тытма килӗшмен, ҫавӑнпа ӑна 10 уйӑхлӑха Кингстон хулинчи (Онтарио провинцийӗ, Канада) тӗрмене хупнӑ. Ирӗке тухсан вӑл кӗнеке салатакан пулса (ун чухне пионерсене ҫапла чӗннӗ) тулли вӑхӑтпа Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ.

1926 ҫулта вӑл Хейзл Уилкинсона качча илнӗ, унӑн амӑшӗ чӑнлӑха 1908 ҫулта пӗлнӗ. 1931 ҫулта апрелӗн 24-мӗшӗнче эпӗ ҫуралнӑ. Пирӗн ҫемьере тӑватӑ ачаран эпӗ иккӗмӗшӗ пулнӑ. Иеговӑшӑн ӗҫлесси пирӗншӗн малти вырӑнтаччӗ. Атте Библие чун-чӗререн хисеплетчӗ, ҫавна пула эпир те Туррӑн Сӑмахне юратма пуҫларӑмӑр. Эпир час-часах пӗтӗм ҫемьепе килтен-киле ырӑ хыпар сараттӑмӑр (Ап. ӗҫ. 20:20).

АТТЕ ПЕКЕХ НЕЙТРАЛИТЕТ ТЫТСА ТӐРАТӐП ТАТА ПИОНЕР ПУЛСА ӖҪЛЕТӖП

1939 ҫулта Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи тапраннӑ, тепӗр ҫулхине вара Канадӑра Иегова Свидетелӗсене хӑйсен ӗҫне тума чарнӑ. Шкулсенче патриотла церемонисем ирттеретчӗҫ, унта ялава чыслатчӗҫ тата гимн юрлатчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра мана та, Дороти аппана та класран тухма ирӗк паратчӗҫ. Пӗррехинче кӗтмен ҫӗртен вӗрентекен мана намӑслантара пуҫларӗ тата хӑравҫӑ терӗ. Уроксем хыҫҫӑн пӗрле вӗренекенсем темиҫен ман ҫине тапӑнчӗҫ те ҫӗр ҫине йӑвантарчӗҫ. Анчах та мӗн пулса иртни мана «этемрен ытларах Турра» пӑхӑнма хавхалантарчӗ кӑна (Ап. ӗҫ. 5:29).

1942 ҫулта июль уйӑхӗнче эпӗ фермӑра шыв тултарнӑ пичкере шыва кӗтӗм, ун чухне эпӗ 11 ҫултаччӗ. Каникулсенче мана отпуск вӑхӑтӗнчи пионер (халӗ пулӑшакан пионер) пулса ӗҫлеме питӗ килӗшетчӗ. Пӗр ҫулхине эпӗ ытти виҫӗ тӑванпа пӗрле Онтарион ҫурҫӗр енче нимле пухӑва та уйӑрса паман территорире вӑрман касакансене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрерӗм.

1949 ҫулта майӑн 1-мӗшӗнче эпӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Ун чухне филиалта стройка пыратчӗ, мана унта ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Декабрӗн 1-мӗшӗнче вара Канадӑри Вефиль ҫемйине йышӑнчӗҫ. Мана типографие ячӗҫ те пичет машинипе ӗҫлеме вӗрентрӗҫ. Темиҫе эрне хушши эпӗ ҫӗрлехи сменӑра ӗҫлерӗм. Эпир Иеговӑн халӑхне Канадӑра хӗсӗрлени ҫинчен буклет пичетлерӗмӗр.

Каярахпа, сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗнче ӗҫленӗ чухне, мана Квебек провинцине ырӑ хыпар сарма каякан пионерсемпе калаҫма ыйтрӗҫ, унта пирӗн тӑвансене уйрӑмах хытӑ хӗсӗрленӗ пулнӑ. Ҫав пионерсем филиала ҫула май кӗрсе тухрӗҫ. Вӗсем хушшинче Мэри Зазула пурччӗ, вӑл Эдмонтонранччӗ (Альберта провинцийӗ). Унӑн ашшӗ-амӑшӗ православи тӗнне ҫирӗп тытса тӑнӑ. Мэри тата унӑн пиччӗшӗ Джо Библи вӗренме пӑрахманшӑн ашшӗпе амӑшӗ вӗсене килтен кӑларса янӑ. 1951 ҫулта июнь уйӑхӗнче Мэрипе Джо шыва кӗнӗ, ҫур ҫул иртсен вара пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсемпе калаҫнӑ чухне мана Мэри Иеговӑна мӗн тери хытӑ юратни тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ хам ӑшра шухӑшларӑм: «Пысӑк ҫитменлӗхсем тупӑнмасассӑн ӑна качча илетӗп». Тӑхӑр уйӑх иртсен, 1954 ҫулхи январӗн 30-мӗшӗнче, эпир пӗрлешрӗмӗр. Пӗр эрнерен вара пире район надзирателӗн ӗҫне туса тӑма вӗренме чӗнчӗҫ. Ун хыҫҫӑн эпир икӗ ҫул хушши Онтарио провинцийӗн ҫурҫӗр енче ҫав ӗҫе туса тӑтӑмӑр.

Ырӑ хыпар сарас ӗҫ пӗтӗм тӗнчипе хӑвӑрт сарӑлса пынӑ, ҫавӑнпа нумайрах миссионер кирлӗ пулнӑ. Канадӑри шартлама сивӗ хӗл те, ҫулла вӑрӑмтунасем канӑҫ паманни те пирӗншӗн ним те мар пулнӑран эпир кирек ӑҫта та кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтаятпӑр тесе шутларӑмӑр. 1956 ҫулта июль уйӑхӗнче эпир Галаад шкулӗн 27-мӗш класӗнче вӗренсе тухрӑмӑр, ноябрьте вара Бразилире миссионерсем пулса ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр.

БРАЗИЛИРЕ МИССИОНЕРСЕМ ПУЛСА ӖҪЛЕТПӖР

Бразилири филиала килсен португал чӗлхине вӗренме пуҫларӑмӑр. Эпир темиҫе сӑмах ҫаврӑнӑшне тата журналсене сӗнмелли сӑмахсене вӗрентӗмӗр те ырӑ хыпар сарма тытӑнтӑмӑр. Интересленекен ҫынсене тӗл пулсан эпир Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ вӑхӑтра пурнӑҫ мӗнле пуласси ҫинчен Библирен вуласа паратпӑр тесе шут тытрӑмӑр. Пӗрремӗш кунах пӗр хӗрарӑм пире питӗ тимлӗ итлерӗ, вара эпӗ ӑна Ӳлӗмхине 21:3, 4 вуласа патӑм, анчах та ҫавӑнтах тӑна ҫухатрӑм! Ҫав таран шӑрӑх та нӳрӗ ҫанталӑка хӑнӑхман иккен эпӗ. Маншӑн ку пысӑк йывӑрлӑх пулчӗ.

Эпир Кампус хулинче миссионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр. Халӗ унта 15 пуху, эпир унта килнӗ тӗле вара ҫав хулара пӗр ушкӑн ҫеҫчӗ. Ун чухне миссионерсен ҫуртӗнче тӑватӑ хӗрарӑм тӑван пурӑнатчӗҫ: Эстер Трейси, Рамона Бауэр, Луиза Шварц тата Лоррейн Брукс (халӗ Уоллен). Эпӗ унта прачечнӑйра пулӑшаттӑм тата апат пӗҫерме вутӑ хатӗрлесе хураттӑм. Пӗррехинче тунтикун каҫхине «Хурал башни» вӗреннӗ хыҫҫӑн пирӗн патра кӗтмен «хӑна» пулчӗ. Кунӗпе мӗн пулса иртни пирки калаҫнӑ чухне ман арӑм диван ҫине выртнӑччӗ. Вӑл пуҫне ҫӗклесен ҫытар айӗнчен ҫӗлен шуса тухрӗ. Эп ӑна вӗлериччен мӗн чул шӑв-шав тӑчӗ!

Ҫулталӑк хушши эпир португал чӗлхипе калаҫма вӗрентӗмӗр. Кайран мана ҫӗнӗ яваплӑх пачӗҫ — район надзирателӗ пулма ыйтрӗҫ. Эпир ялсенче ырӑ хыпар сараттӑмӑр тата питӗ ансат пурнӑҫпа пурӑнаттӑмӑр. Пирӗн электричество ҫукчӗ, ҫывӑрасса улӑмран ҫыхса тунӑ пӗчӗк палас ҫинче ҫывӑраттӑмӑрччӗ, пухӑва вара лаша кӳлнӗ урапапа ҫӳреттӗмӗрччӗ. Пӗррехинче, ырӑ хыпар сармалли кампани вӑхӑтӗнче, эпир аякра ту ҫинче вырнаҫнӑ пӗр хулана поездпа кайрӑмӑр, унта пансионра пӳлӗм тара илтӗмӗр. Салатмашкӑн филиал пире 800 журнал ярса пачӗ. Коробкӑсене пурне те илсе кайма почтӑна темиҫе хут та утма тиврӗ.

1962 ҫулта Бразилире тӗрлӗ вырӑнсенче миссионерсем валли Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗсене йӗркелерӗҫ. Ҫур ҫул хушшинче эпӗ тӗрлӗ хуласенче пӗр шкул хыҫҫӑн теприне ирттертӗм: Манаусра, Беленра, Форталезара, Ресифире тата Сальвадорта. Унсӑр пуҫне, Манаусра эпӗ опера театрӗнче область конгресне йӗркелерӗм. Ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑран ӗҫмелли шыв сахалччӗ. Конгреса килнӗ ҫынсене ҫитерме йӗркеллӗ вырӑн та ҫукчӗ. (Вӑл вӑхӑтра конгресс делегачӗсем валли апат хатӗрлетчӗҫ.) Эпӗ ҫар ҫыннисемпе калаҫса пӑхрӑм. Пӗр ырӑ кӑмӑллӑ офицер вара конгресри ҫынсене пурне те шывпа тивӗҫтерес тесе тӑрӑшрӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл салтаксене икӗ пысӑк палатка лартма хушрӗ. Унта вара кухня тата кафе турӑмӑр.

Эпӗ ҫул ҫӳренӗ вӑхӑтра Мэри ӗҫлӗ территорире Бразилие ӗҫлеме килнӗ португалсене ырӑ хыпар пӗлтерме ҫӳренӗ. Вӗсен пуҫӗнче укҫа шухӑшӗ кӑна пулнӑран вӑл нихӑшӗнпе те Библи ҫинчен калаҫайман. Хӑш-пӗр вефилецсене вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫӗр ҫинчи ытти вырӑнсемпе танлаштарсан, Португалире ман пуринчен сахалтарах пурӑнас килет». Анчах та кӗҫех пирӗн пата ҫыру килчӗ, унта пире шӑп ҫав ҫӗршыва кайма сӗннӗ. Мэрин мӗнле туйӑмсем пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр кӑна! Ҫав вӑхӑтра Португалире ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарнӑ пулнӑ, ҫав-ҫавах эпир унта кайма килӗшрӗмӗр.

ПОРТУГАЛИРЕ ТУРӐШӐН ӖҪЛЕТПӖР

1964 ҫулта август уйӑхӗнче эпир Португалири тӗп хулине, Лиссабона, ҫитрӗмӗр. Вӑрттӑн полици (ПИДЕ) хӗсӗрленипе унти тӑвансем нумай хӗн тӳснӗ. Ҫавӑнпа тӑвансем пире никам та кӗтсе илмесен тата эпир унти Свидетельсемпе пӗр вӑхӑт хушши хутшӑнмасан лайӑхрах пулать терӗҫ. Унта пурӑнма ирӗк парасса кӗтнӗ май эпир пансионра пурӑнтӑмӑр. Виза парсан вара хваттер тара илтӗмӗр. 1965 ҫулта январьте эпир тинех филиалпа ҫыхӑнма пултартӑмӑр. Пилӗк уйӑхран пӗрремӗш хут пухӑва килсен мӗн тери савӑнтӑмӑр!

Эпир полици кашни кунах тӑвансен килӗсене ухтарса ҫӳрени ҫинчен пӗлтӗмӗр. Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене хупнӑран тӗлпулусене тӑвансен ҫурчӗсенче ирттернӗ. Ҫӗршер Свидетеле полици участокӗсене тыта-тыта кайнӑ. Тӗлпулусене ирттерекенсен хушамачӗсене пӗлмешкӗн тӑвансене хаяррӑн тӗпченӗ. Ҫавӑнпа ҫав вӑхӑтра тӑвансем пӗр-пӗрне хушаматпа мар, ятпа чӗннӗ, тӗслӗхрен, Жозе е Паулу. Эпир те ҫаплах тӑваттӑмӑр.

Пирӗн тӗп ӗҫ тӑвансене ҫирӗп тӑма пулӑшакан публикацисемпе тивӗҫтересси пулнӑ. «Хурал башнинчи» вӗренмелли статьясене тата ытти публикацисене пичетлеме май пултӑр тесе Мэрие мимеограф валли трафаретсем тума хушрӗҫ.

ЫРӐ ХЫПАРА СУДРА ХӲТӖЛЕТПӖР

1966 ҫулта июньте Лиссабонра пысӑк пӗлтерӗшлӗ суд пулса иртрӗ. «Фейжо» пухӑвӗнчи Свидетельсене пурне те, 49 тӑвана, вӗсем тӑванӑн килӗнче ирттернӗ пухӑва килсе саккуна пӑснӑ тесе айӑпланӑ. Тӑвансене судра хурав пама хатӗрленме пулӑшас тесе эпӗ прокурор вырӑнне пулса вӗсене допрос турӑм. Хамӑр ҫӗнтерес ҫуккине пӗлеттӗмӗр, анчах та лайӑх свидетельство пама май пуррине те ӑнланаттӑмӑр. Пирӗн адвокат хӑйӗн сӑмахне вӗҫлесе пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Гамалиилӑн сӑмахӗсене хӑюллӑн илсе пачӗ (Ап. ӗҫ. 5:33—39). Ҫак ӗҫ ҫинчен хаҫат-журналсенче нумай ҫырнӑччӗ. Тӑвансене тӗрлӗрен срок пачӗҫ — 45 талӑкран пуҫласа 5 уйӑх ҫурӑ таран. Пире хӳтӗлекен хӑюллӑ адвокат вара Библи вӗренме килӗшрӗ тата мӗн виличченех пухӑва ҫӳрерӗ.

1966 ҫулта декабрьте мана филиал надзирателӗн тивӗҫлӗхне шанса пачӗҫ. Ун чухне час-часах саккунпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама тиветчӗ. Иеговӑн Свидетелӗсем хӑйсен ӗҫне ирӗклӗн туса тӑма пултарччӑр тесе эпир нумай вӑй хутӑмӑр (Флп. 1:7). Юлашкинчен вара 1974 ҫулта декабрӗн 18-мӗшӗнче пире хамӑр ӗҫе официаллӑ майпа туса тӑма ирӗк пачӗҫ. Порту хулинче тата Лиссабонра питӗ пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу иртрӗ, пурӗ пӗрле унта 46 870 ҫын пулчӗ. Пирӗншӗн савӑнса, ҫак тӗлпулӑва тӗп управленийӗн представителӗсем Нейтан Норрпа Фредерик Френц килчӗҫ.

Халӗ Иегова пулӑшнипе ырӑ хыпара португал чӗлхипе калаҫакан ҫынсем пурӑнакан утравсем ҫинче пӗлтерме май тупӑнчӗ, ҫав шутрах Азор, Кабо-Верде, Мадейра, Сан-Томе тата Принсипи утравӗсем ҫинче те. Ҫав вырӑнсенче Свидетельсен шучӗ ӳссех пынӑран филиала пысӑклатма тиврӗ. 1988 ҫулта апрелӗн 23-мӗшӗнче филиалӑн ҫӗнӗ ҫурчӗсене Турра халалларӑмӑр, ҫав тӗлпулура 45 522 ҫын пулчӗ. Филиала халаллани ҫинчен калакан доклада Милтон Хеншель туса пачӗ. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулӑва унччен Португалире миссионер пулса ӗҫленӗ 20 тӑван та килчӗ. Вӗсене курма эпир хавас пултӑмӑр.

ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ТӐВАНСЕНЧЕН ВӖРЕНЕТПӖР

Турра шанчӑклӑ тӑвансемпе хутшӑнса эпир хамӑр пурнӑҫа пуянлатрӑмӑр. Пӗррехинче Теодор Ярач тӑвана, зональнӑй надзирателе, пулӑшнӑ чухне эпӗ питӗ кирлӗ япалана вӗрентӗм. Эпир кайнӑ филиал питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ, вӗсене татса парас тесе филиал комитечӗ мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тунӑ. Вӗсем пӑшӑрханнине курсан Ярач тӑван каларӗ: «Мӗн тумаллине малалла святой сывлӑш тутӑр». Ҫавӑн пекех эпӗ Фредерик Френц тӑванӑн сӑмахӗсене асра тытатӑп. Нумай ҫул каялла Мэрипе Бруклина кайсан, эпир пӗр каҫхине Френц тӑванпа тата ытти тӑвансемпе пӗрле калаҫса ларнӑччӗ. Ун чухне унран Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлени сана мӗне вӗрентрӗ тесе ыйтсан, вӑл ҫапла хуравларӗ: «Чи кирли вӑл — кирек мӗн пулса иртсен те Туррӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайне хӑвармалла мар. Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫе — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтерес ӗҫе — урӑх нимӗнле организаци те туса тӑмасть».

Эпир Мэрипе ҫапла тӑваттӑмӑр та. Тӗрлӗ филиалсене кайса ҫӳренине ӑшӑ кӑмӑл-туйӑмпа аса илетпӗр. Зональнӑй надзиратель пулнӑ чухне эпир ҫамрӑк тӑвансене те, ватӑ тӑвансене те Иегова эсир уншӑн ӗҫлесе тӑнине питӗ хаклать тесе шантарса калаттӑмӑр. Эпир вӗсене хӑйсене шанса панӑ тивӗҫлӗхсене малалла та хаклама хавхалантараттӑмӑр.

Ҫулсем сисмесӗрех иртсе кайрӗҫ, халӗ эпир 80-ран иртрӗмӗр ӗнтӗ. Мэрин сывлӑхӗ питӗ начар (2 Кор. 12:9). Анчах та йывӑрлӑхсем пирӗн ӗненӗве тӗреклетеҫҫӗ тата Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫирӗп шутлӑ пулма пулӑшаҫҫӗ. Хамӑрӑн кунҫул ҫине ҫаврӑнса пӑхса Турӑ пире хӑйӗн пысӑк ырӑлӑхне пӗрре кӑна мар кӑтартрӗ тесе ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр *.

^ 29 абз. Ҫак статьяна пичете яма хатӗрленӗ чухне Дуглас Гест 2015 ҫулта октябрӗн 25-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл мӗн виличченех Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ.