Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Эпир санпа каятпӑр»

«Эпир санпа каятпӑр»

«Эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» (ЗАХ. 8:23).

ЮРӐСЕМ: 32, 31

1, 2. а) Иегова эпир пурӑнакан вӑхӑт пирки мӗн каласа хунӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ИЕГОВА эпир пурӑнакан вӑхӑт пирки малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Ҫав кунсенче акӑ мӗнле пулӗ: тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ те: „эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир“ тейӗ» (Зах. 8:23). Ҫак пророкла каланинчи вунӑ ҫын пекех паян ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан ҫынсем, сӑнарлӑ каласан, «иудей аркинчен» ярса тытнӑ. Вӗсем «Турӑ Израилӗпе» пӗрле ӗҫлеме май пуррине питӗ хаклаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пиллесе тӑнине пӗлеҫҫӗ (Гал. 6:16).

2 Захария пророк пекех Иисус та Турӑ халӑхӗ хушшинче пӗрлӗх пулмаллине палӑртнӑ. Вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансен икӗ ушкӑнӗ ҫинчен каланӑ: «пӗчӗкҫӗ кӗтӳ» ҫинчен тата «урӑх сурӑхсем» ҫинчен. Вӗсем вара «пӗр кӗтӳ» пулӗҫ тата вӗсен «пӗр Кӗтӳҫӗ» пулӗ (Лука 12:32; Иоанн 10:16). Анчах та темиҫе ыйту сиксе тухма пултарать: 1) Урӑх сурӑхсен шутне кӗрекенсен святой сывлӑшпа суйласа лартнисене кашнине ятран пӗлмелле-и? 2) Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен хӑйсем пирки мӗнле шухӑшламалла? 3) Сирӗн пухура кам та пулин ҫӑкӑрпа эрехе тутанма пуҫласан сирӗн хӑвӑра мӗнле тытмалла? 4) Ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансен хисепӗ ӳссе пынӑшӑн пирӗн пӑшӑрханмалла-и? Айтӑр ҫак ыйтусен хуравӗсене пӑхса тухар.

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ЛАРТНИСЕНЕ КАШНИНЕ ЯТРАН ПӖЛМЕЛЛЕ-И?

3. Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗсем 144 000 шутӗнче пулассине мӗншӗн халӗ пӗлме ҫук?

3 Урӑх сурӑхсен шутне кӗрекенсен святой сывлӑшпа суйласа лартнисене, пирӗн вӑхӑтра пурӑнаканнисене, кашнине ятран пӗлмелле-и? Кӗскен каласан, ҫук. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен христианина святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пулсан та, вӑл пӗлӗтри хӑйӗн чаплӑ парнине илетех тесе ҫирӗппӗн калама ҫук. Акӑ мӗншӗн Сатана суя пророксем урлӑ «суйласа илнисене те илӗртсе улталасшӑн» хӑтланать (Матф. 24:24). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен пӗлӗтри чаплӑ парнене хӑшӗ илессине никам та калама пултараймасть. Ҫакӑн пирки Иегова хӑй йышӑну тӑвать. Иегова ҫын пирки тивӗҫлӗ тесе шутласан вӑл ун ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗ. Ҫакӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христианин вилес умӗн е «пысӑк асап» пуҫланас умӗн пулса иртӗ (Ӳлӗм. 2:10; 7:3, 14). Ҫавӑнпа Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗсем 144 000 шутне кӗнине пӗлме тӑрӑшнинчен ним усси те ҫук [1].

4. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисене кашнине ятран пӗлмесен те, вӗсемпе пӗрле мӗнле кайма пултаратпӑр?

4 «Урӑх сурӑхсем» Туррӑн Израилӗ шутне кӗрекенсене, халӗ ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисене, кашнине ятран пӗлмеҫҫӗ. Апла пулсан, урӑх сурӑхсем вӗсемпе пӗрле мӗнле кайма пултараҫҫӗ-ха? Асӑрхӑр-ха, Захария пророкла каланинче вунӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ. Ҫав вунӑ ҫын «пӗр иудей аркинчен тытӗ те: „эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир“ тейӗ». Кунта пӗр иудей пирки каланӑ пулин те, «сирӗнпе» тени пӗр ҫын ҫинчен ҫеҫ каламаннине кӑтартса парать. Ҫавӑнпа «иудей» тени ушкӑна пӗлтерет. Урӑх сурӑхсем ҫакна пӗлеҫҫӗ, вӗсем ҫак ушкӑнпа пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӗсене ҫав ушкӑнри ҫынсен ячӗсене пӗлни кирлех мар тата вӗсен ҫав ушкӑнри пӗр-пӗр ҫын хыҫҫӑн та каймалла мар. Пирӗн Ертӳҫӗ — Иисус, Библи пире ун хыҫҫӑн ҫеҫ пымалла тет (Матф. 23:10, ҪТ).

СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ЛАРТНИСЕН ХӐЙСЕМ ПИРКИ МӖНЛЕ ШУХӐШЛАМАЛЛА?

5. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен мӗн ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла тата мӗншӗн?

5 Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансен 1 Коринф 11:27—29-мӗшӗсенче (вуласа пар) асӑрхаттарса калани ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. Павел апостол ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианин Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене пӑснӑ пулсан Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тивӗҫсӗр тутаннӑ пулнӑ пулӗччӗ (Евр. 6:4—6; 10:26—29). Ҫак асӑрхаттарса калани святой сывлӑшпа суйласа лартнисене вӗсем пӗлӗтри чаплӑ парнине хальлӗхе илменнине асра тытма пулӑшать. Вӗсен малалла та «Христос Иисус урлӑ Турӑран ҫӳлти мухтавлӑ ята илесшӗн тӑрӑш[малла]» (Флп. 3:13—16).

6. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен хӑйсем пирки мӗнле шухӑшламалла?

6 Турӑ хавхалантарнипе Павел святой сывлӑшпа суйласа лартнисене хӑйсене чӗнсе илнине «юрӑхлӑ пурӑнӑр» тесе ӳкӗтленӗ. Унтан вӑл ҫавна мӗнле тумаллине ӑнлантарса панӑ: «Кирек хӑҫан та йӑваш кӑмӑллӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр, пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма тӑрӑшӑр» (Эф. 4:1—3). Иеговӑн сывлӑшӗ мӑнкӑмӑллӑ пулма мар, йӑваш кӑмӑллӑ пулма пулӑшать (Кол. 3:12). Йӑваш кӑмӑллӑ пулса, святой сывлӑшпа суйласа лартнисем Иегова вӗсене, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансемпе танлаштарсан, святой сывлӑша ытларах парать темеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем пирки Турӑ пире Библири чӑнлӑха тарӑнрах ӑнланма пулӑшать тесе, эпир ыттисенчен лайӑхрах тесе те шутламаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ыттисене сире те святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ, сирӗн те Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанмалла тесе ӳкӗтлемеҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем йӑваш кӑмӑллӑ пулса ҫынсене пӗлӗтре пурӑнма Иегова хӑй чӗнсе илет тесе шутлаҫҫӗ.

7, 8. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ыттисенчен мӗн кӗтмеҫҫӗ тата мӗншӗн?

7 Пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илни калама ҫук пысӑк чыс пулсан та, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ыттисем вӗсене асла хурасса кӗтмеҫҫӗ (Эф. 1:18, 19; Филиппӑ 2:2, 3 вуласа пар). Пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илни пирки вӗсене кашнине Иеговӑн сывлӑшӗ пӗлтерсе тӑрать. Ҫакӑн ҫинчен пурин умӗнче те пӗлтерӳ тумаҫҫӗ. Ҫавӑнпа святой сывлӑшпа суйласа лартнисем вӗсене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илни пирки хӑш-пӗрисем малтанлӑха иккӗленнинчен тӗлӗнмеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем Библи асӑрхаттарса каланине пӗлеҫҫӗ: кам та пулин мана Турӑ ятарлӑ ӗҫ валли суйласа илнӗ тет пулсан, ӑна тӳрех ӗненсе лартмалла мар (Ӳлӗм. 2:2). Унтан та ытларах, пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ христиансем кампа та пулин паллашнӑ чухнех мана святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тесе каламаҫҫӗ. Ытларах чухне вӗсем хӑйсем ҫине ытлашши пӑхтарас мар тесе ҫавӑн ҫинчен пачах асӑнмаҫҫӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем хӑйсене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнипе нихӑҫан та мухтанмаҫҫӗ (1 Кор. 1:28, 29; 1 Коринф 4:6—8 вуласа пар).

8 Унсӑр пуҫне, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем хӑйсем пирки чи чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗ тесе шутламаҫҫӗ. Вӗсем пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ текен ытти христиансемпе хутшӑнас тесе е Библи тӗпчеме уйрӑм ушкӑна йӗркелес тесе вӗсене шырама тӑрӑшмаҫҫӗ (Гал. 1:15—17). Ҫапла тунӑ пулсан вӗсем пухури тӑвансене уйӑрса янӑ пулӗччӗҫ тата пӗрлӗхре килӗштерсе пурӑнма пулӑшакан святой сывлӑша хирӗҫ кайнӑ пулӗччӗҫ. (Рим 16:17, 18 вуласа пар.)

ХАМӐРА МӖНЛЕ ТЫТМАЛЛА?

9. Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑра ҫиекен тата эрехе ӗҫекен христиансемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? ( «Юрату... пуҫтахланмасть» рамкӑна пӑхӑр.)

9 Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑр ҫиекен тата эрех ӗҫекен тӑвансем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? Пӗррехинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир ӗнтӗ пурсӑр та тӑвансем пулатӑр». Унтан вӑл: «Хӑйне хӑй асла хуракан кӗҫӗне юлӗ; хӑйне кӗҫӗне хуракан асла тухӗ»,— тенӗ (Матф. 23:8—12). Ҫавӑнпа пӗр-пӗр ҫынна, вӑл Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗ пулсан та, асла хуни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Библи пире старейшинӑсем ӗненнӗ пек ӗненме хавхалантарать, анчах та вӑл пӗр-пӗр ҫынна ертӳҫӗ вырӑнне нихӑҫан та хумалла мар тесе вӗрентет (Евр. 13:7). Паллах, Сӑваплӑ Ҫырура хӑш-пӗрисене «ытларах хисеплемелле» тенӗ. Анчах та вӗсене святой сывлӑш суйласа лартнӑшӑн мар, хӑйсен «ӗҫне лайӑх туса тӑ[нӑшӑн]», «сӑмахпа каласа тӑрӑшса вӗрент[нӗшӗн]» хисеплемелле (1 Тим. 5:17). Ҫавӑнпа та пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнисене ыттисем мухтаҫҫӗ е вӗсем ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсене аван мар туйнӑ пулӗччӗҫ. Унсӑр пуҫне, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансене эпир ытлашши пысӑка хурсан, вӗсене йӑваш кӑмӑллӑ пулма йывӑр пулнӑ пулӗччӗ (Рим 12:3). Пирӗнтен нихӑшӗ те Христосӑн тӑванӗсене такӑнтарасшӑн мар вӗт! (Лука 17:2.)

Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла? (9—11 абзацсене пӑхӑр.)

10. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

10 Иегова святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Тӗслӗхрен, эпир вӗсенчен пӗлӗтре пурӑнма чӗннине мӗнле туйса илни ҫинчен ыйтмастпӑр. Эпир ыттисен ӗҫӗсене пуҫа чикесшӗн мар (1 Фес. 4:11; 2 Фес. 3:11). Ҫавӑн пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христианинӑн ашшӗ-амӑшне, мӑшӑрне е ытти хурӑнташӗсене те пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ тесе шутламӑпӑр. Ҫак шанчӑк ҫемьерен куҫакан еткер мар (1 Фес. 2:12). Унсӑр пуҫне эпир святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӑн упӑшкинчен е арӑмӗнчен эсӗ ҫӗр ҫинчи райра хӑвӑн мӑшӑрусӑр мӗнле пурӑнӑн тесе ыйтмӑпӑр. Ҫакнашкал ыйтусем чуна ыраттарма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ тӗнчере Иегова кашнин кӑмӑлне ҫырлахтарасси пирки эпир пачах иккӗленместпӗр (Пс. 144:16).

11. Ыттисемпе йӑпӑлтатса калаҫас йӑла пулманни пире мӗнле хӳтӗлет?

11 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫине тӗрӗс пӑхни пирӗншӗн хӳтлӗх пулса тӑма пултарать. Библи пире пухӑва «суя тӑвансем» систермесӗр кӗме пултарасси ҫинчен асӑрхаттарать (Гал. 2:4, 5; 1 Иоанн 2:19). Ҫавсем хӑйсем пирки святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ теме те пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнисенчен хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑхран пӑрӑнса кайма пултарӗҫ (Матф. 25:10—12; 2 Петр 2:20, 21). Пирӗн ыттисемпе йӑпӑлтатса калаҫас йӑла ҫук пулсан, ҫавнашкал ҫынсем пире чӑнлӑхран пӑрса яраймӗҫ. Ҫавӑн пекех хисеплӗ тӑвансенчен е Турӑшӑн нумай ҫул ӗҫлекенсенчен хӑшӗ те пулин чӑнлӑх ҫулӗпе пыма пӑрахни те пирӗн ӗненӗве хавшатмӗ (Иуда 16).

ВӖСЕН ХИСЕПӖ ӲССЕ ПЫНИ ПИРЕ ПӐШӐРХАНТАРМАЛЛА-И?

12, 13. Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑра ҫиекен тата эрехе ӗҫекен христиансен хисепӗ ӳссе пынӑшӑн мӗншӗн пӑшӑрханмалла мар?

12 Вун-вун ҫул хушши Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансен хисепӗ чаксах пынӑ. Анчах та юлашки ҫулсенче вӗсен хисепӗ ӳссе пырать. Ҫакӑ пире пӑшӑрхантармалла-и? Ҫук. Мӗншӗнне айтӑр пӑхса тухар.

13 «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет» (2 Тим. 2:19). Каҫхи апат уявне килнисене шутланӑ чухне ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансенчен кама пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнине тӗп-тӗрӗс пӗлме ҫук. Ҫӑкӑра ҫиекенсен тата эрехе ӗҫекенсен шутӗнче хӑйсем пирки святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тесе йӑнӑш шухӑшлакансем те пур. Унччен ҫӑкӑрпа эрехе тутаннӑ христиансенчен хӑш-пӗрисем каярахпа ҫавна тума пӑрахнӑ. Теприсем ӑс-тӑн чирӗпе чирленине пула эпӗ те Христоспа пӗрле патша пулӑп тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансен хисепӗ святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ юлнине кӑтартать теме ҫук.

14. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнӑ чухне святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗн юласси пирки Библире мӗн каланӑ?

14 Святой сывлӑшпа суйласа лартнисене Иисус пӗлӗте илсе кайма килсен вӗсем ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ вырӑнсенче пурӑнӗҫ. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Иисус «Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ» (Матф. 24:31). Сӑваплӑ Ҫыруран ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче ҫӗр ҫинче святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен сахалӑшӗ ҫеҫ тӑрса юласси курӑнать (Ӳлӗм. 12:17). Анчах та Библире хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнӑ чухне вӗсем мӗн чухлӗн юласси пирки ҫырман.

15, 16. Иегова суйласа илнӗ 144 000 пирки пирӗн мӗн пӗлмелле?

15 Историре хӑш тапхӑрта христиансене святой сывлӑшпа суйласа лартмалли пирки Иегова хӑй йышӑну тӑвать (Рим 8:28—30). Иисус вилсе чӗрӗлнӗ хыҫҫӑн Иегова христиансене пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илме пуҫланӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрти пухусенче пурте святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пулнӑ курӑнать. Анчах та кайран ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши хӑйсене Христос хыҫҫӑн пыракансем тенӗ ҫынсенчен ытларахӑшӗ суя христиансем пулнӑ. Вӗсене Иисус «пукрапа» танлаштарнӑ. Апла пулин те, ҫав тапхӑрта та Иегова хӑш-пӗр шанчӑклӑ христиансене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ. Вӗсене Иисус каланӑ «тулӑпа» танлаштарма пулать (Матф. 13:24—30). Юлашки кунсен тапхӑрӗнче Иегова 144 000 шутне кӗмелли христиансене малалла суйласа лартнӑ [2]. Вӑл ҫак тапхӑрӑн вӗҫӗнче кама та пулин пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илме шут тытнӑ пулсан, вӑл тӗрӗс туни пирки иккӗленме камсем-ха эпир? (Ис. 45:9; Дан. 4:32; Рим 9:11, 12, 16 вуласа пар.) [3] Хуҫа пӗр сехет ҫеҫ ӗҫленӗ ҫынсене мӗн чухлӗ тӳленишӗн ӳпкелешнӗ ӗҫлекенсем пек пулса каясран пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. (Матфей 20:8—15 вуласа пар.)

16 Пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнисем пурте «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» шутне кӗмеҫҫӗ (Матф. 24:45—47). Паян та, пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, Иеговӑпа Иисус нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарса тӑраҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте Христианла Грек Ҫырӑвӗсене ҫырма святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен хӑш-пӗрисене кӑна хавхалантарнӑ. Паян та «вӑхӑтра апат» парса тӑма святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ темиҫе христианина анчах шанса панӑ.

17. Ҫак статьяран эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

17 Эпир ҫак статьяран мӗн пӗлтӗмӗр? Иегова ҫынсем валли икӗ чаплӑ парне хатӗрленӗ: сӑнарлӑ «иудейсене» пӗлӗтре пурӑнма чӗнсе илнӗ, сӑнарлӑ «вунӑ ҫынна» вара ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк панӑ. Анчах та Турӑ вӗсем те, кусем те унӑн саккунӗсене пӑхӑнасса тата хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юласса кӗтет. Ҫак икӗ ушкӑнри ҫынсен яланах йӑваш кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшмалла. Вӗсен хушшинче пӗрлӗх пулмалла, вӗсен пурин те пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнмалла. Ҫак юлашки кунсем кӗҫех вӗҫленӗҫ, ҫавӑнпа айтӑр Христос ертсе пыракан пӗр кӗтӳ пулса Турӑшӑн ӗҫлеме ҫирӗп шут тытар.

^ [1] 3-мӗш абзац. Псалом 86:5, 6-мӗшӗсенчи сӑмахсем тӑрӑх, пуласлӑхра эпир, тен, пӗлӗтре Иисуспа пӗрле патшасем пулма чӗрӗлсе тӑнисене ятран пӗлӗпӗр (Рим 8:19).

^ [2] 15-мӗш абзац. Апостолсен ӗҫӗсем 2:33-мӗшӗнче святой сывлӑшпа суйласа лартас ӗҫе Иисус та хутшӑнни ҫинчен каланӑ пулин те, пӗлӗтре пурӑнма Иегова чӗнсе илет.

^ [3] 15-мӗш абзац. 2007 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнинчи» 30—31-мӗш страницӑсенчи «Вопросы читателей» рубрикӑран ытларах пӗлме пулать.