Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пурӑнас килми пулса ҫитсен

Пурӑнас килми пулса ҫитсен

«Мана пӗрмаях йывӑр шухӑшсем хупӑрласа пусса илетчӗҫ,— тет Бразилире пурӑнакан Адриана.— Ҫавӑнпа та хам ҫине ал хурсан лайӑхрах пулать терӗм».

ЧУН тӑвӑнса ҫитнӗрен сирӗн хӑҫан та пулин пурӑнас килми пулнӑ-и? Ку ҫапла пулсан, эсир Адриана мӗн туйнине ӑнланатӑр пулӗ. Вӑл пӗрмай хӑраса, пӑшӑрханса пурӑннӑ, ӑна пӗр шанӑҫ та ҫук пек туйӑннӑ. Адриана вӑраха кайнӑ депрессипе чирлет.

Японире пурӑнакан Каору хӑйӗн ватӑ та чирлӗ ашшӗ-амӑшне пӑхнӑ. Вӑл каласа парать: «Хӑш-пӗр чухне ӗҫре халтан каяттӑм. Ман апат та анмастчӗ, ыйхӑ та килместчӗ. Эпӗ хам ҫине ал хурсан ҫеҫ ҫакӑнтан хӑтӑлӑп тесе шутлаттӑм».

Оебоде, Нигерире пурӑнаканскер, ҫапла калать: «Эпӗ ялан пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳреттӗм, куҫҫуль хӑйне хӑй юхса анатчӗ, ҫавӑнпа вилме май шыраттӑм». Телее, Оебоде, Каору тата Адриана хӑйсем ҫине ал хуман. Анчах та кашни ҫул ҫӗр-ҫӗр пин ҫын хӑйсен пурнӑҫне татать.

МӖН ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ?

Ытларах чухне арҫынсем хӑйсем ҫине ал хураҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсенчен нумайӑшне пулӑшу ыйтма намӑс. Иисус чирлисене тухтӑр кирлӗ тенӗ (Лука 5:31). Эсир вилесчӗ тесе шутласа ҫӳретӗр пулсан, тархасшӑн, тухтӑртан пулӑшу ыйтӑр. Кунта ним намӑсси те ҫук. Нумайӑшне тухтӑр патне кайни хӑйсене лайӑхрах туйма пулӑшнӑ. Оебоде, Каору тата Адриана та ҫапла тунӑ. Ҫакӑ вӗсене питӗ пулӑшнӑ.

Депрессирен сипленме тухтӑр тӗрлӗ препаратсене, е психотерапи сеансӗсене, е, тен, иккӗшне те, сӗнме пултарать. Унсӑр пуҫне, ҫынсене тӑванӗсем е тусӗсем пулӑшни, вӗсем чӑтӑмлӑ та тимлӗ пулни питӗ кирлӗ. Чи лайӑх тус вара — Иегова Турӑ. Вӑл пире пулӑшма хӑйӗн Сӑмахне, Библие, панӑ.

ҪАК ПРОБЛЕМӐНА ТАТСА ПАМА ПУЛАТЬ-И?

Ытларах чухне депрессирен сипленме самай вӑхӑт кирлӗ тата ҫак чирпе чирлекенсен хӑйсен пурнӑҫ йӗркине улӑштарма тивет. Эсир депрессипе кӗрешетӗр пулсан ҫакна асра тытӑр: пуласлӑхра сире телейлӗ пурнӑҫ кӗтет. Ҫак шанчӑк Оебодене вӑй парать. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ Исаия 33:24-мӗшӗнчи пророкла сӑмахсем пурнӑҫланасса кӗтетӗп. Унта „эпӗ чирлӗ“ тесе урӑх никам та каламӗ тенӗ». Турӑ «ҫӗнӗ ҫӗр» пама сӑмах пани сире те йӑпатма пултарать. Ун чухне чир-чӗр, чун ыратни те, «урӑх пулас ҫук» (Ӳлӗмхине 21:1, 4). Эсир хальхи пек пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа тек ҫӳремӗр, халӗ мӗнле асапланни сире аса та килмӗ. Ыратни чун-чӗрене нихӑҫан та таврӑнмӗ (Исаия 65:17).