Эсир Турӑпа ҫывӑхланма пултаратӑр
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ШУТЛАНӐ ТӐРӐХ,
Турӑ ҫынсемпе пачах интересленмест, вӑл таҫта аякра, таса та сӑваплӑ тата унпа ҫывӑхланма ҫук.
БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?
«Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8).
«Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр» (1 Петр 5:7).
ТУРӐПА ҪЫВӐХЛАНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
Унпа калаҫӑр (Псалом 144:18, 19).
Вӑл мӗн каланине итлӗр (Псалом 31:8).
Унӑн канашӗсене тимлӗр (Ытарӑшсем 3:5, 6).
Ан парӑнӑр (Матфей 7:7, 8).