Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?
Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?
Пултараҫҫӗ.
Пултараймаҫҫӗ.
Нимӗн те калама пултараймастӑп.
БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ
«Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).
ҪАКӐ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ
Ҫывӑх ҫын вилсен, ҫакна пӗлни хуйха пусарать (2 Коринф 1:3, 4).
Вилӗмрен хӑрама пӑрахма пулӑшать (Еврейсем 2:15).
Ҫывӑх ҫынсене каллех тӗл пулма чӑн-чӑн шанчӑк парать (Иоанн 5:28, 29).
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНИНЕ ӖНЕНМЕ ПУЛАТЬ-ШИ?
Пулать, ҫавна валли сахалтан та виҫӗ сӑлтав пур:
Турӑ пурне те пурнӑҫ панӑ. Библире Иегова Турӑ пирки «Вӑл Хӑй пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать» тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:24, 25; Псалом 35:10). Турӑ пурне те пурнӑҫ панӑ пулсан, паллах ӗнтӗ, вӑл вилнисене те чӗртсе тӑратма пултарать.
Турӑ ӗлӗк ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Библире вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ сакӑр ҫын ҫинчен каланӑ. Вӗсем хушшинче ваттисемпе ҫамрӑккисем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсем те пулнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене вилнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен чӗртсе тӑратнӑ, пӗрне вара — тӑватӑ кунран! (Иоанн 11:39—44.)
Турӑ унчченхи пекех вилнисене чӗртсе тӑратасшӑн. Иегова вилӗме кураймасть, вилӗм уншӑн — тӑшман (1 Коринф 15:26). Вӑл ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнипе ҫав тӑшмана ҫӗнтерме ҫирӗп шут тытнӑ. Турӑ кама хӑйӗн асӗнче упрать, ҫавсене пурне те каллех курасшӑн — вӑл вӗсене ҫӗр ҫинче пурӑнма тавӑрӗ (Иов 14:14, 15).
ШУХӐШЛАСА ПӐХӐР-ХА
Мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр?
Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе ПУЛТАРНИ 3:17—19 тата РИМ 5:12 пӑхӑр.