Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?
МӖНЛЕ чӑнлӑх ҫинчен? Ҫынсене мӗн ӗлӗк-авалтанпа канӑҫ паман ыйтусем ҫинчен. Тен, сирӗн ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен пӗлес килет, сӑмахран:
-
Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-ши?
-
Вӑрҫӑсемпе хӗн-асапсем хӑҫан та пулин пӗтӗҫ-ши?
-
Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
-
Вилнӗ ҫынсен мӗнле те пулин шанчӑк пур-ши?
-
Турӑ эпир кӗлтунине илттӗр тесен мӗнле кӗлтумалла?
-
Пурнӑҫра телейлӗ пулмашкӑн мӗн тумалла?
Ҫак ыйтусен хуравӗсене эсир ӑҫта шыранӑ пулӑттӑрччӗ? Библиотекӑсемпе кӗнеке сутакан лавккасене кайсан, пиншер кӗнеке тупма пултаратӑр, вӗсене ҫыракансем ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пӗлетпӗр тесе калаҫҫӗ. Анчах та час-часах пӗр кӗнеке ҫак ыйтусем ҫинчен капла калать, тепри вара пачах урӑхла. Хӑш-пӗр кӗнекесем пӗр вӑхӑт хушши усӑ панӑ пек туйӑнаҫҫӗ, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен вӗсенчен ним усси ҫуккине кураҫҫӗ, вара ҫак кӗнекесене ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ е урӑх кӗнекесем ҫыраҫҫӗ.
Анчах та пӗр кӗнеке пур, ӑна пӗтӗмпех шанма пулать. Ҫак кӗнеке яланах чӑннине калать. Турра кӗлтунӑ чухне Иисус Христос каланӑ: «Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоанн 17:17). Ҫак Сӑмаха паян Библи тесе калаҫҫӗ. Малалли страницӑсенче мӗн ҫырнине вуласа тухӑр, вара эсир ҫӳлерех ҫырса панӑ ыйтусем ҫине Библи уҫӑмлӑ тата тӗп-тӗрӗс хурав панине курӑр.
Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-ши?
МӖНШӖН ҪАКӐН ПЕК ЫЙТУ ПАРАҪҪӖ. Эпир ҫак тӗнчере пур ҫӗрте те хаярлӑх тата тӗрӗсмарлӑх куратпӑр. Ҫавӑн пекех нумай тӗнсем пирӗн пурнӑҫри хӗн-асапсем Туррӑн ирӗкӗпе пулса иртеҫҫӗ тесе вӗрентеҫҫӗ.
БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ. Турӑ нихӑҫан та усал тумасть тесе Библире каланӑ. Иов 34:10-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук». Турӑ ҫынсем валли ырлӑх тума шутласа хунӑ. Акӑ мӗншӗн Иисус пире ҫакӑн пек кӗлтума вӗрентнӗ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр... Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матфей 6:9, 10). Турӑ пирӗншӗн ҫав тери тӑрӑшать, ҫавӑнпа та вӑл хӑй мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫлама питӗ пысӑк хак тӳленӗ (Иоанн 3:16).
Ҫавӑн пекех Пултарни 1:26—28; Иаков 1:13 тата 1 Петр 5:6, 7 ҫине пӑх.
Вӑрҫӑсемпе хӗн-асапсем хӑҫан та пулин пӗтӗҫ-ши?
МӖНШӖН ҪАКӐН ПЕК ЫЙТУ ПАРАҪҪӖ. Вӑрҫӑсене пула калама ҫук нумай ҫын вилет. Кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче хӗн-асап курнӑ.
БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ. Турӑ хӑй пӗтӗм ҫӗр ҫинче мир туса хурас вӑхӑт пирки малтанах каласа хунӑ. Турӑ Патшалӑхӗ — пӗлӗтри правительство — ертсе пынӑ чухне «вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ», ун чухне ҫынсем «хӑйсен хӗҫӗнчен — сухапуҫӗ... тӑвӗҫ» (Михей 4:3). Турӑ пӗтӗм тӗрӗсмарлӑха тата хӗн-асапа пӗтерӗ. Библи сӑмах парать: «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана [ҫав шутра паянхи пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑх тата хӗн-асап] иртсе кайрӗ» (Ӳлӗмхине 21:3, 4).
Ҫавӑн пекех Псалом 36:10, 11; 45:10 тата Михей 4:1—4 ҫине пӑх.
Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
МӖНШӖН ҪАКӐН ПЕК ЫЙТУ ПАРАҪҪӖ. Ҫын вилсен унӑн чунӗ пурӑнать тесе нумай тӗн вӗрентет. Хӑш-пӗр ҫынсем вилнисем чӗррисене сиен кӳме пултараҫҫӗ тата Турӑ ҫылӑхлӑ ҫынсене тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗрӗпех асаплантарать тенине ӗненеҫҫӗ.
БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ. Вилнисем илтме те, курма та, калаҫма та, шухӑшлама та пултараймаҫҫӗ. Екклесиаст 9:5-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ». Вилнисем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, туймаҫҫӗ тата тӑваймаҫҫӗ пулсан, вӗсем чӗррисене сиен тума та, пулӑшма та пултараймаҫҫӗ (Псалом 145:3, 4).
Ҫавӑн пекех Пултарни 3:19 тата Екклесиаст 9:6, 10 ҫине пӑх.
Вилнӗ ҫынсен мӗнле те пулин шанчӑк пур-ши?
МӖНШӖН ҪАКӐН ПЕК ЫЙТУ ПАРАҪҪӖ. Пирӗн пурин те пурӑнас килет, ҫитменнине тата юратнӑ ҫынсемпе пӗрле савӑнса пурӑнас килет. Ҫавӑнпа та вилнӗ ҫынсене каллех курас килнинче ним япӑххи те ҫук.
БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ. Вилнисенчен нумайӑшӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Иисус «тупӑкра выртакансем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» тесе сӑмах панӑ (Иоанн 5:28, 29). Ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ, вара Турӑ малтанах шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, вӗсен ҫӗр ҫинче райра пурӑнма май пулӗ. Ҫавӑн пекех Турра пӑхӑнса тӑракансен ҫирӗп сывлӑх пулӗ тата вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗҫ. Библире каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29).
Ҫавӑн пекех Иов 14:14, 15; Лука 7:11—17 тата Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 ҫине пӑх.
Турӑ эпир кӗлтунине илттӗр тесен мӗнле кӗлтумалла?
МӖНШӖН ҪАКӐН ПЕК ЫЙТУ ПАРАҪҪӖ. Турра ӗненекен ҫынсем пурте тенӗ пекех кӗлтӑваҫҫӗ. Анчах та кӗлтунине Турӑ илтмест тесе шутлаҫҫӗ нумайӑшӗ.
БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ. Кӗлтунӑ чухне пӗр пек сӑмахсенех каласа умлӑ-хыҫлӑ кӗлтумалла мар тесе вӗрентнӗ Иисус. Вӑл каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне... ытлашши ан калӑр» (Матфей 6:7). Пирӗн кӗлӗсене Турӑ илттӗр тесен ӑна мӗнле юрӑхлӑ, ҫавӑн пек кӗлтумалла. Ҫакна тумашкӑн пирӗн Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен пӗлмелле, унтан унӑн ирӗкӗпе мӗн килӗшӳллӗ, ҫавӑн ҫинчен кӗлтумалла. Библире 1 Иоанн 5:14-мӗшӗнче каланӑ: «Унӑн [Туррӑн] ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет».
Ҫавӑн пекех Псалом 64:3; Иоанн 14:6; 16:23, 24 тата 1 Иоанн 3:22 ҫине пӑх.
Пурнӑҫра телейлӗ пулмашкӑн мӗн тумалла?
МӖНШӖН ҪАКӐН ПЕК ЫЙТУ ПАРАҪҪӖ. Нумайӑшӗ укҫа-тенкӗ, чапа тухни, хитре сӑн-питлӗ тата хитре ӳт-пӳллӗ пулни ҫынна телейлӗ тӑвать тесе шухӑшлать. Ҫаксем пурте пулччӑр тесе вӗсем нумай вӑй хураҫҫӗ, анчах та телее пурпӗрех тупаймаҫҫӗ.
БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ. Иисус телей мӗнрен килнине кӑтартса панӑ. Вӑл каланӑ: «Турӑ сӑмахне илтсе, ӑна пурнӑҫласа тӑракансем... телейлӗрех» (Лука 11:28). Ҫавӑнпа та чӑннипех телейлӗ пулас тесен, пирӗн Турӑ ҫинчен тата вӑл пирӗн пирки мӗн тума шутласа хуни ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлсе тӑмалла. Ҫак чӑнлӑха Библире тупма пулать. Чӑнлӑха пӗлни пире пурнӑҫра чӑннипех мӗн кирлине тата мӗн кирлех маррине суйласа илме пулӑшма пултарать. Мӗн те пулин тума шут тытнӑ чухне тата мӗнле те пулин ӗҫ тунӑ чухне Библи чӑнлӑхне тытса пыни пире телейлӗрех тӑвать.
Ҫавӑн пекех Ытарӑшсем 3:5, 6, 13—18 тата 1 Тимофей 6:9, 10 ҫине пӑх.
Мӗншӗн юратакан Турӑ нумай вӑхӑт хушши усалпа хӗн-асапа пулма ирӗк парать? Ҫемьере телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?» Библи ҫак тата ытти нумай ыйтӑва питӗ лайӑх ӑнлантарса парать.
Эпир ултӑ ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине кӗскен кӑна пӑхса тухрӑмӑр. Сирӗн тата ытларах пӗлес килет-и? Эсир чӑнлӑха шыратӑр пулсан, паллах ӗнтӗ, сирӗн ытларах пӗлес килӗ. Тен, сире ҫакӑн пек ыйтусем те интереслентереҫҫӗ, сӑмахран: «Анчах та паян нумайӑшӗ Библине уҫса та пӑхмасть. Мӗншӗн тесен вӗсем вӑл хулӑн кӗнеке тата ӑна ӑнланма та ҫӑмӑлах мар тесе шутлаҫҫӗ. Библие ӑнланмашкӑн сирӗн пулӑшу илес кӑмӑл пур-и? Иегова Свидетелӗсем сире пулӑшма пултараҫҫӗ.
Пулӑшмалли майсенчен пӗри вӑл — килте тӳлевсӗр Библи вӗренесси. Сирӗнпе ҫывӑхра пурӑнакан Иегова Свидетелӗсем кашни эрнере сирӗн пата киле пырса е сире хӑш вырӑнта майлӑрах, ҫавӑнта пырса сирӗнпе Библие кӗске вӑхӑт хушши вӗренме пултарӗҫ. Ҫавӑн пек вӗренни пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫынна усӑ панӑ ӗнтӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ халӗ пӗр иккӗленмесӗр: «Эпӗ чӑнлӑха тупрӑм!» — тесе калама пултарать.
Библири чӑнлӑх вӑл — чӑн-чӑн пуянлӑх. Ҫав чӑнлӑх пире тӗшмӗшрен, чун пӑлханнинчен тата хӑраса пурӑннинчен хӑтарать. Ҫавӑн пекех вӑл пире шанчӑк, савӑнӑҫ тата пурнӑҫ тӗллевне парать. Иисус каланӑ: «Чӑнлӑха пӗлӗр, чӑнлӑх сире ирӗке кӑларӗ» (Иоанн 8:32).