Чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене ӑҫта тупма пулать?
Ҫав ыйтусем ҫине кам хурав пама пултарать:
-
ваттисем-и?
-
вӗреннӗ ҫынсем-и?
-
Библи-и?
ИИСУС АКӐ ҪАПЛА КАЛАНӐ ТУРРА:
«Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоанн 17:17, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).
Миллион-миллион ҫын хӑйсене хумхантаракан ыйтӑвӗсен хуравӗсене Библире тупнӑ.
Эсир те хӑвӑрӑн ыйтусем пирки Библире мӗн каланине пӗлесшӗн мар-и?
Сире jw.org сайт пулӑшма пултарать.
Онлайн-публикацисем ВУЛӐР
-
Библи — 100 ытла чӗлхепе
Библи тӑрӑх хатӗрленӗ видео ПӐХӐР
-
Ачасем валли хатӗрленӗ уроксемпе юрӑсем
Публикацисене УҪЛАСА ИЛӖР
-
«Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюра
-
«Хурал башни» тата «Вӑранӑр!» журналсем
ҪАК ЫЙТУСЕНЧЕН ХӐШӖ СИРЕ ЫТЛАРАХ ХУМХАНТАРАТЬ?
-
Эпир тӳсекен хӗн-асапшӑн Турӑ айӑплӑ-и?
-
Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
Библи ҫак ыйтусем ҫине мӗнле хурав панине пӗлес тесе jw.org/cv сайта кӗрӗр
(ПУБЛИКАЦИСЕМ > КӖНЕКЕСЕМ ТАТА БРОШЮРӐСЕМ вкладкӑна пӑхӑр)