Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

58-МӖШ ЮРӐ

Турӑпа мирлешес текенсене шыратпӑр

Турӑпа мирлешес текенсене шыратпӑр

(Лука 10:6)

  1. 1. «Чӑнлӑха пӗлччӗр»,— тенӗ Иисус.

    Вӑл шӑрӑхра нумай утса

    Пӗлтернӗ ырӑ хыпара.

    Ир пуҫласа каҫчен мӗнпур ҫӗрте

    Иисус шыранӑ Иеговӑн сурӑхӗсене.

    Килтен киле, урамсенче,

    Хӗн-хур кӗҫех пӗтет тесе,

    Хыпар саратпӑр пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кам чӑн Турра

    Пӗлсе ӑна ҫеҫ пуҫҫапасшӑн,

    Кам чӑнлӑха

    Тупса телейлӗ пурӑнасшӑн,

    Айтӑр шырар

    Ҫав ҫынсене.

  2. 2. Вӑхӑт шӑвать вӗт, вӑл кӗтмест пире.

    Мӗн чухлӗ ҫын, мӗн чул чӗре!

    Ҫӑласчӗ вӗсенчен пӗрне.

    Юратнӑран калатпӑр кашнине:

    «Шӑлса илет Иегова пӗтӗм куҫҫуле».

    Эпир шыратпӑр ҫынсене,

    Пире итлес текенсене.

    Туса тӑратпӑр хаваспах ҫак ӗҫе.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Кам чӑн Турра

    Пӗлсе ӑна ҫеҫ пуҫҫапасшӑн,

    Кам чӑнлӑха

    Тупса телейлӗ пурӑнасшӑн,

    Айтӑр шырар

    Ҫав ҫынсене.

(Ҫавӑн пекех Исаия 52:7; Матф. 28:19, 20; Лука 8:1; Рим 10:9, 10 пӑхӑр.)