Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

101-МӖШ ЮРӐ

Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр

Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр

(Эфес 4:2, 3)

  1. 1. Мир мӗнне пӗлмен тӗнчерен

    Турӑ хӑй пуҫтарчӗ пире.

    Пирӗн хушӑра — килӗшӳ,

    Туслӑх та юрату.

    Пӗрлӗх питӗ хаклӑ,

    Ҫав тери паха!

    Ыр хыпар сарма хушнӑран,

    Пирӗн ӗҫ нумай пулнӑран

    Кар тӑрса сӑваплӑ ӗҫе

    Тӑвӑпӑр пикенсе.

  2. 2. Пӗр-пӗриншӗн кӗлӗ тусан,

    Ырӑ, ӑшӑ, ҫепӗҫ пулсан,

    Юрату ӳсет пухура —

    Ҫакӑ чыслать Турра.

    Туслӑ пурӑнни вӑл

    Савӑнӑҫ кӳрет.

    Пӗр-пӗрне чунтан юратсан,

    Чӑн мир илӗпӗр Турӑран.

    Хамӑр пӗрлӗхе упраса

    Ӗмӗр мухтар Турра.

(Ҫавӑн пекех Мих. 2:12; Соф. 3:9; 1 Кор. 1:10 пӑхӑр.)