102-МӖШ ЮРӐ
Халсӑррисене пулӑшса тӑрар
-
1. Пирӗн кӑлтӑксем нумай,
Ҫылӑх пирӗнте.
Пурпӗрех пире хаклать
Тӳпери Атте.
Вӑл юратать чунтан,
Пит хӗрхенет ялан.
Хуйхӑ тӳсекен ҫынна
Юратар ҫапла.
-
2. Ҫирӗппи те хӑш чухне
Халсӑр пулкалать.
Ыр сӑмах ун кӑмӑлне
Ҫирӗпрех тӑвать.
Турӑ ӑна хаклать,
Хӑй сывлӑшне парать.
Эпӗр унӑн хуйхине
Ҫӗклӗпӗр пӗрле.
-
3. Халсӑр кам, эпир ҫавна
Айӑпласшӑн мар.
Ырӑ пулнипе ӑна
Хавхалантарар.
Ун кӑмӑлне ҫӗклер,
Чун-чӗрине сиплер.
Уншӑн пирӗн пулӑшу
Пулӗ йӑпату.
(Ҫавӑн пекех Ис. 35:3, 4; 2 Кор. 11:29; Гал. 6:2 пӑхӑр.)