Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

103-МӖШ ЮРӐ

Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

(Эфес 4:8, ҪХ)

  1. 1. Чаплӑ парне ҫӳлти Турӑран —

    Ырӑ кӗтӳҫӗсем.

    Пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх пулса

    Ҫул кӑтартаҫ вӗсем.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫирӗп те шанчӑклӑ хӳтлӗх пек

    Юратакан кӗтӳҫсем.

    Эпӗр манмастпӑр вӗсен ӗҫне,

    Пирӗншӗн хаклӑ вӗсем.

  2. 2. Пӗтӗм чунтан ӗҫлеҫҫӗ ялан

    Пирӗншӗн тӑрӑшса.

    Йывӑр чухне сиплеҫҫӗ чуна

    Кӑмӑллӑ сӑмахпа.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫирӗп те шанчӑклӑ хӳтлӗх пек

    Юратакан кӗтӳҫсем.

    Эпӗр манмастпӑр вӗсен ӗҫне,

    Пирӗншӗн хаклӑ вӗсем.

  3. 3. Турӑ каланӑ пек вӗрентсе,

    Ӑслӑ канаш парса

    Чӑтӑмлӑн пулӑшаҫҫӗ пире

    Тӗрӗс ҫулпа утма.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫирӗп те шанчӑклӑ хӳтлӗх пек

    Юратакан кӗтӳҫсем.

    Эпӗр манмастпӑр вӗсен ӗҫне,

    Пирӗншӗн хаклӑ вӗсем.

(Ҫавӑн пекех Ис. 32:1, 2; Иер. 3:15; Иоанн 21:15—17; Ап. ӗҫ. 20:28 пӑхӑр.)