105-МӖШ ЮРӐ
Турӑ вӑл юрату
-
1. Пирӗн Турӑ — юрату вӑл.
Юратма вӑл вӗрентет.
Аттене те, ҫынсене те
Юратма Христос чӗнет.
Ҫакӑ вӑл — телей уҫҫийӗ,
Пурнӑҫра ку чи кирли.
Юрату нихҫан та пӗтмӗ,
Ун хӑвачӗ иксӗлми.
-
2. Чӑн Турра та, чӑнлӑха та
Вӗренетпӗр юратма.
Йӑнӑшсассӑн, такӑнсассӑн
Турӑ пулӑшӗ тӑма.
Юрату таса та ырӑ,
Ӑмсанмасть, тӳсет йӑлтах.
Юратар пур тӑвана та
Хытӑрах та хытӑрах.
-
3. Кӳренӳ ӑшра ан пултӑр.
Хӗрхенер те каҫарар.
Кӗлӗре чуна уҫар та
Йӑлт Турра шанса парар.
Турӑ евӗр юратмашкӑн
Вӗренсе пырар унран.
Чӑн Турра та, тӑвана та
Юратар чунтан-вартан.
(Ҫавӑн пекех Марк 12:30, 31; 1 Иоанн 3:23; 1 Кор. 12:31—13:8 пӑхӑр.)