Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

107-МӖШ ЮРӐ

Турӑран юратма вӗренӗр

Турӑран юратма вӗренӗр

(1 Иоанн 4:19)

  1. 1. Иегова пире чӑн тӗслӗх кӑтартнӑ —

    Юрату тӗслӗхне.

    Вӑл ырлӑхӗпе пире уҫса панӑ

    Хӑйӗн ҫулне, чаплӑ ҫулне.

    Ӗҫпе юрату Иегова кӑтартнӑ:

    Вӑл хӑй Ывӑлне пур ҫыншӑн та панӑ,

    Ҫапла ҫылӑхран пире вӑл хӑтарнӑ.

    Ку — юрату, чӑн-чӑн юрату.

  2. 2. Ҫав ҫул вӗрентет пӗрне-пӗри хытӑ

    Юратма, хаклама.

    Кашни тӑвана — вӑл ҫамрӑк е ватӑ —

    Хатӗр эпир ырӑ тума.

    Турра чӗререн эпир юратсассӑн

    Мӗнпур тӑвана чунтан юрататпӑр,

    Вӗсем йӑнӑшсан ялан каҫаратпӑр.

    Ку — юрату, чӑн-чӑн юрату.

  3. 3. Аттемӗр пире пурне те пуҫтарчӗ

    Пурӑнма пӗрлӗхре.

    Чунтан юратни пире пӗрлештерчӗ,

    Халӗ эпир — туслӑ ҫемье.

    Чӑн юратуран пире халь пӗлеҫҫӗ.

    Пире сывлӑшпа Сӑмах ҫӗнетеҫҫӗ.

    Туссем, тӑвансем аса илтереҫҫӗ:

    Пирӗн Атте — чӑн-чӑн юрату.

(Ҫавӑн пекех 2 Петр 1:5—7; Рим 12:10; Эф. 4:2, 3 пӑхӑр.)