Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

110-МӖШ ЮРӐ

Иегова паракан савӑнӑҫ

Иегова паракан савӑнӑҫ

(Неемия 8:10)

  1. 1. Ҫитрӗ Патшалӑх — пирӗншӗн ку паллӑ.

    Ырӑ хыпар сарас пулать.

    Пуҫӑрсене хӑюллӑн пурте ҫӗклӗр.

    Ҫӑлӑнӑҫ кунӗ ҫывхарать!

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова — чӑн савӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ,

    Ҫак савнӑҫ пирӗншӗн тӗрек.

    Пире панӑ шанчӑкшӑн Турра чыслар,

    Тав тӑвар хавассӑн пӗр ҫын пек.

    Иегова — чӑн савӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ.

    Пур ҫын та пӗлтӗр ун ятне.

    Чунтан парӑнса ҫӳлти Аттемӗре,

    Хаваспах тӑватпӑр ун ӗҫне.

  2. 2. Шанӑр Турра, ан хӑрӑр, ан шикленӗр;

    Пирӗн Иегова — чи вӑйли.

    Харӑс тӑрса Турра янравлӑн мухтӑр,

    Юрлӑр чунтан мухтав юрри!

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова — чӑн савӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ,

    Ҫак савнӑҫ пирӗншӗн тӗрек.

    Пире панӑ шанчӑкшӑн Турра чыслар,

    Тав тӑвар хавассӑн пӗр ҫын пек.

    Иегова — чӑн савӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ.

    Пур ҫын та пӗлтӗр ун ятне.

    Чунтан парӑнса ҫӳлти Аттемӗре,

    Хаваспах тӑватпӑр ун ӗҫне.

(Ҫавӑн пекех 1 Ҫулс. 16:27; Пс. 111:4; Лука 21:28; Иоанн 8:32 пӑхӑр.)