112-МӖШ ЮРӐ
Иегова — мир паракан Турӑ
-
1. Иегова Ҫӳлхуҫа,
Чӑн-чӑн мир килет санран.
Сывлӑшна пире парсамччӗ,
Мир илмешкӗн пулӑшсам.
Сан Ывӑлу пире
Мирлештернӗ санпала,
Чаплӑ май пурне те панӑ
Ӗмӗр сан туссем пулма.
-
2. Пире сан сывлӑшу
Вӗрентет, ертсе пырать.
Сӑмаху, ҫутаткӑҫ евӗр,
Тӗттӗмре ҫул кӑтартать.
Хӑрушлӑх, вӑрҫӑсем
Хуҫаланнӑ кунсенче
Чӑн-чӑн канӑҫлӑх тупмашкӑн
Сывлӑшна парсам пире.
-
3. Эс шанчӑклисене
Тӳпере те ҫӗр ҫинче
Пӗрлештертӗн пӗлтермешкӗн
Сан Патшалӑху ҫинчен.
Вӑл тӳрӗлӗх тӑвать,
Пур вӑрҫа та пӗтерет,
Мирлӗ пурнӑҫ, пысӑк савнӑҫ
Ҫӗр ҫине илсе килет.
(Ҫавӑн пекех Пс. 4:9; Флп. 4:6, 7; 1 Фес. 5:23 пӑхӑр.)