113-МӖШ ЮРӐ
Турӑ паракан мир
-
1. Мухтӑр Иеговӑна —
Мир паракана.
Хуҫӗ ухӑпа сӑнна,
Чарӗ пур вӑрҫа.
Чӑн Мир Кнеҫӗ халь Христос —
Патшара ларать.
Усала вӑл тӗп туса
Кӗҫ чӑн мир тӑвать.
-
2. Харкашни, вӑрҫни тек ҫук
Пирӗн хушӑра.
Хӗҫсене шӑратрӑмӑр,
Турӑмӑр ҫурла.
Пӗрлӗхе упрас тесе
Каҫарар чунтан,
Мирлӗ, туслӑ пурӑнма
Вӗренер ялан.
-
3. Пирӗн хушӑри мире
Уҫҫӑн курнипе
Тӗрлӗ ҫын калать пире:
«Турӑ сирӗнпе».
Туррӑн ирӗкне Христос
Йӑлт пурнӑҫличчен
Кар тӑрса хыпар сарар
Чӑн-чӑн мир ҫинчен.
(Ҫавӑн пекех Пс. 45:10; Ис. 2:4; Иак. 3:17, 18 пӑхӑр.)