117-МӖШ ЮРӐ
Ырӑ ӗҫсем тӑвар
(2 Ҫулсеренхи 6:41)
-
1. Эй Иегова, ырӑ Турӑ,
Пиллӗхсемшӗн тав чунтан.
Эс сӑваплӑ, эсӗ тӳрӗ,
Ырлӑху виҫесӗр сан.
Ҫылӑхсем эпир тусан та,
Хӗрхенетӗн эс пире.
Саншӑн ҫеҫ эпир ӗҫлесшӗн.
Мухтавлать сана чӗре.
-
2. Халӑху сан пек, Аттемӗр,
Тӑрӑшать ыр ӗҫ тума.
Пит хастаррӑн пӗлтерет вӑл
Санӑн ырӑ хыпарна.
Пухусем те, кӗтӳҫсем те —
Санӑн ырӑ парнӳсем.
Сывлӑшна пире парсамччӗ,
Ыр тумашкӑн вӑй кӗртсем.
-
3. Сан пекех эпир пуласшӑн
Ырӑ кӑмӑллӑ ялан.
Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшасшӑн,
Пулӑшасшӑн кӑмӑлтан.
Ҫемьере те, пухура та,
Пур ҫӗрте те кашнине
Эпӗр ырлӑх кӑтартасшӑн.
Пиллесемччӗ эс пире.
(Ҫавӑн пекех Пс. 102:10; Марк 10:18; Гал. 5:22; Эф. 5:9 пӑхӑр.)