Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

119-МӖШ ЮРӐ

Пирӗн ӗненӳ пулмалла

Пирӗн ӗненӳ пулмалла

(Еврейсем 10:38, 39)

  1. 1. Авал Ҫӳлхуҫа хыпар пӗлтерме

    Каланӑ пророкӗсене.

    Халь Ывӑлӗ урлӑ вӑл пур ҫынна

    Чӗнет чунтан ӳкӗнме.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп-ши?

    Пултарайӗ-ши вӑл ҫӑлма?

    Курӑнать-ши вӑл ӗҫсенче?

    Ӗненнипе ҫӑлатпӑр пурнӑҫа.

  2. 2. Христос хушнӑ пек, Патшалӑх ҫинчен

    Таҫта та саратпӑр хыпар.

    Пире Турӑ панӑ шанчӑк ҫинчен

    Хӑюллӑн калатпӑр ялан.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп-ши?

    Пултарайӗ-ши вӑл ҫӑлма?

    Курӑнать-ши вӑл ӗҫсенче?

    Ӗненнипе ҫӑлатпӑр пурнӑҫа.

  3. 3. Памасть ӗненӳ ҫултан пӑрӑнма,

    Вӑл шанчӑклӑ якорь пекех.

    Турра шаннӑран вӑй-хал пур чӑтма,

    Пире Вӑл ҫӑлӗ кӗҫех.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп-ши?

    Пултарайӗ-ши вӑл ҫӑлма?

    Курӑнать-ши вӑл ӗҫсенче?

    Ӗненнипе ҫӑлатпӑр пурнӑҫа.