12-МӖШ ЮРӐ
Иегова — чи аслӑ Турӑ
(Тухни 34:6, 7)
-
1. Эсӗ, Иегова, аслӑ та чаплӑ.
Пӗтӗм чыс, хисеп сана —
Эсӗ тивӗҫлӗ ҫакна.
Эс чи хӑватлӑ, вӗҫӗмсӗр ӑслӑ.
Эсӗ ӗмӗрхи Патша.
-
2. Юратакан та ырӑ Аттемӗр,
Ҫын тӑпра кӑна — пӗлен,
Эс ҫавах кӗлле итлен.
Эс вӗрентетӗн, ҫирӗплететӗн,
Пулӑшатӑн пур енчен.
-
3. Ҫӗр те, тӳпе те харӑс юрлаҫҫӗ,
Пирӗнпе куллен сана
Аслӑлаҫҫӗ савӑнса.
Эсӗ, Иегова, чи аслӑ Турӑ.
Чӗререн мухтав сана!
(Ҫавӑн пекех Сак. аст. 32:4; Ытар. 16:12; Матф. 6:10; Ӳлӗм. 4:11 пӑхӑр.)