123-МӖШ ЮРӐ
Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр
-
1. Туррӑн ҫыннисем халь унӑн ячӗпе
Ыр хыпар сараҫҫӗ пӗтӗм тӗнчипе.
Пӑхӑнса тӑраҫҫӗ Туррӑн йӗркине,
Шанчӑклӑн ӗҫлеҫҫӗ пурте пӗрлӗхре.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пӗтӗм чунтан Турра пӑхӑнатпӑр;
Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫа.
Хӳтлӗх вӑл парӗ, ӗмӗр юратӗ.
Шанчӑклӑ пулар ӑна.
-
2. Хӑй чурийӗ урлӑ, сывлӑшне парса
Вӗрентет Иегова чӑн ҫулпа пыма.
Туррӑн ирӗкне халь пурнӑҫа кӗртер,
Ун ҫинчен хастаррӑн, уҫҫӑн пӗлтерер.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пӗтӗм чунтан Турра пӑхӑнатпӑр;
Вӑл — пирӗн Ҫӳлхуҫа.
Хӳтлӗх вӑл парӗ, ӗмӗр юратӗ.
Шанчӑклӑ пулар ӑна.
(Ҫавӑн пекех Лука 12:42; Евр. 13:7, 17 пӑхӑр.)