124-МӖШ ЮРӐ
Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр
(Псалом 17:26)
-
1. Юрататпӑр, парӑнатпӑр
Иеговӑна чунтан.
Пурнӑҫа та халаллатпӑр
Пӑхӑнасшӑн пулнӑран.
Турӑ — ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ;
Пурнӑҫлатпӑр ӳкӗтне.
Иегова — ырӑ, тӳрӗ.
Хӑвармастпӑр ун ҫулне.
-
2. Пит хаклатпӑр, пулӑшатпӑр
Пухури тӑвансене.
Юрату та кӑтартатпӑр
Сӑмахпа тата ӗҫпе.
Вӗсене ялан шанатпӑр,
Хисеплетпӗр чӗререн.
Ӗмӗр туслӑ пурӑнасшӑн;
Хӑвармастпӑр вӗсене.
-
3. Хисеплетпӗр, пӑхӑнатпӑр
Пухури кӗтӳҫсене.
Чӗрепе те, ӑс-тӑнпа та
Йышӑнар канашсене.
Эпир тимлӗн итлесессӗн
Турӑ пиллӗ туллинех.
Иегова кӑмӑл тӑвӗ,
Упрӗ шанчӑклисене.
(Ҫавӑн пекех Пс. 149:1; 1 Тим. 2:8; Евр. 13:17 пӑхӑр.)