125-МӖШ ЮРӐ
«Хӗрхенекенсем телейлӗ»
-
1. Иегова вӑл — хӗрхенекен,
Вӑл юратать чун-чӗререн.
Вӑл ырлӑх хаваспах тӑвать,
Куллен мӗн кирлине парать.
Чунтан ӳкӗнекен ҫынна
Иегова хатӗр каҫарма.
Этем тӑпра ҫеҫ иккенне
Асра тытать ҫӳлти Атте.
-
2. Енчен те ҫылӑха кӗрсен,
Ҫавна пула хуйха ӳксен,
Иисус вӗрентнӗ пек тӑвар,
Турра йӑвашшӑн кӗлтӑвар:
«Эпир йӑлтах каҫарнӑ пек,
Аттемӗр, эс каҫар пире».
Ан пултӑр кӳренӳ чунра —
Илетпӗр канӑҫлӑх вара.
-
3. Пӗрне-пӗри юратнӑран
Эпир паратпӑр кӑмӑлтан.
Мухтавшӑн мар, чун хушнипе
Пуян пуласшӑн ыр ӗҫпе.
Ҫӳлти Атте йӑлтах курать,
Ыр ӗҫшӗн ырлӑх кӑтартать.
Телейлӗ хӗрхенекенсем,
Пит хаклӑ Турӑшӑн вӗсем.
(Ҫавӑн пекех Матф. 6:2—4, 12—14 пӑхӑр.)