128-МӖШ ЮРӐ
Вӗҫне ҫитичченех чӑтар
-
1. Пире чӑн Туррӑн Ҫырӑвӗ
Чӑтма вӑй-хал парать.
Унта ҫырни пит шанчӑклӑ,
Ялан вӑл пурнӑҫланать.
Эс ҫирӗп ӗненӳ кӑтарт,
Аслӑ кун ҫинчен ан ман.
Пӗр айӑпсӑр тӑрса юлма
Эс тӑрӑш мӗнпур вӑйран.
-
2. Турра малтан юратнӑ пек
Юрат ӑна чунтан.
Инкек-синкек килсе ҫапсан
Ан парӑн эс нихӑҫан.
Пит йывӑр вӑхӑтра та эс
Ан хӑра, ан иккӗлен.
Иегова парӗ ҫӑмӑллӑх,
Вӑл пулӗ санпа куллен.
-
3. Вӗҫне ҫитичченех чӑтсан
Эс ҫӑлӑнӑҫ илен.
Сан ыр яту тӑрса юлать
Иеговӑн кӗнекинче.
Эппин халех эс чӑтӑмлӑх
Тӑрӑш аталантарма.
Вара Иегова Туррӑмӑр
Туллин пиллетех сана.
(Ҫавӑн пекех Иак. 1:4; 2 Петр 3:11, 12; Евр. 6:19; Ӳлӗм. 2:4 пӑхӑр.)