Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

129-МӖШ ЮРӐ

Малалла та чӑтӑмлӑ пулар

Малалла та чӑтӑмлӑ пулар

(Матфей 24:13)

  1. 1. Хӗн-асапсене

    Мӗнле чӑтса ирттермелле?

    Тытӑпӑр асра

    Христосӑн чаплӑ тӗслӗхне.

    Нихҫан та манман вӑл

    Пулас пиллӗхсене.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пурне те чӑтаятпӑр.

    Упрар ӗненӗве.

    Нихҫан та парӑнмастпӑр —

    Иегова пулӑшса пырать пире.

  2. 2. Йывӑр самана

    Хурлантарать, паллах, чуна.

    Курӑпӑр райра

    Асапсӑр ырӑ пурнӑҫа.

    Унта савӑнмашкӑн

    Хурар мӗнпур вӑя.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пурне те чӑтаятпӑр.

    Упрар ӗненӗве.

    Нихҫан та парӑнмастпӑр —

    Иегова пулӑшса пырать пире.

  3. 3. Пирӗн хӑрама

    Сӑлтавӗ ҫук — хӑюланар!

    Туррӑмӑр кунне

    Кӗтсе тӑрса хыпар сарар.

    Ҫав вӑхӑт пит ҫывӑх.

    Турра шанса тӑрар!

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пурне те чӑтаятпӑр.

    Упрар ӗненӗве.

    Нихҫан та парӑнмастпӑр —

    Иегова пулӑшса пырать пире.