Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

130-МӖШ ЮРӐ

Пӗр-пӗрне каҫарӑр

Пӗр-пӗрне каҫарӑр

(Псалом 85:5)

  1. 1. Ҫылӑх сӑнчӑрне те,

    Вилӗме те пӗтерме

    Кашни ҫыншӑн Турӑ панӑ

    Хӑйӗн хаклӑ Ывӑлне.

    Ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсессӗн,

    Каҫару чунтан ыйтсан,

    Иисусӑн парнипе вӑл

    Каҫарать юратнӑран.

  2. 2. Турӑ пек эпир те

    Пӗр-пӗрне чунтан-вартан

    Хӗрхенсессӗн, каҫарсассӑн,

    Харкашмасӑр пурӑнсан,

    Юратсан, хисеплесессӗн,

    Ыр пулсан тӑвансемпе,

    Хамӑра та вӑл хӗрхенӗ

    Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе.

  3. 3. Вӑл хӗрхеннӗ евӗр

    Вӗренетпӗр хӗрхенме,

    Ҫавӑнпа та тавӑрмастпӑр,

    Васкамастпӑр ҫилленме.

    Юрату Турри кӑтартнӑ

    Тӗслӗхе тытса тӑрсан,

    Эпӗр чӑтӑмлӑ пулатпӑр,

    Каҫаратпӑр кӑмӑлтан.

(Ҫавӑн пекех Матф. 6:12; Эф. 4:32; Кол. 3:13 пӑхӑр.)