136-МӖШ ЮРӐ
Иегова сана «мӗн тивӗҫлине туллипех патӑр»
(Руфь 2:12)
-
1. Хӑйне парӑнса ӗҫлекен ҫынсене
Иегова ялан астӑвать.
Вӗсен ҫухату та тӳсме тивнине
Нихҫан манӑҫа хӑвармасть.
Тӑван кил-ҫуртна эс хӑвартӑн пулсан,
Сана ыррипе тавӑрать:
Аттемӗр тӑванлӑх сана парнелет,
Кӗҫ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парать.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пиллӗх патӑр туллин сана Турру,
Тивӗҫлипе кӑтарттӑр ырлӑхне.
Ун ҫунатти пултӑр сан хӳттӳ.
Иегова вӑл тӳрӗ — манмасть сан ӗҫе.
-
2. Эпир питӗ йывӑр ҫӗклем йӑтнӑ пек
Пире хушӑран туйӑнать.
Хӑш чух, хуйхӑ-суйхӑ сиксе тухнипе,
Халран каясси пулкалать.
Сан пур кӗллӳне те Иегова итлет,
Мӗн кирлӗ сана — йӑлт курать.
Сана Библи урлӑ, святой сывлӑшпа,
Туссем урлӑ вӑл пулӑшать.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Пиллӗх патӑр туллин сана Турру,
Тивӗҫлипе кӑтарттӑр ырлӑхне.
Ун ҫунатти пултӑр сан хӳттӳ.
Иегова вӑл тӳрӗ — манмасть сан ӗҫе.
(Ҫавӑн пекех Тӳр. 11:38—40; Ис. 41:10 пӑхӑр.)