Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

144-МӖШ ЮРӐ

Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт!

(2 Коринф 4:18)

  1. 1. Кӗҫ хӑлхасӑр ҫын илтме пуҫлать,

    Суккӑр ҫыннӑн куҫӗ уҫӑлать.

    Пур ҫӗрте те пулӗ савнӑҫ, мир;

    Хавассӑн юрлӑпӑр эпир.

    Турӑ чӗртӗ вилнӗ ҫынсене,

    Вӑл аркатӗ ҫылӑх сӑнчӑрне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Турӑ пурнӑҫлӗ ҫакна — эс кӗт,

    Куҫран шанчӑка ан вӗҫерт.

  2. 2. Сурӑх канлӗ ҫӳрӗ кашкӑрпа,

    Арӑслан тӑранӗ курӑкпа.

    Пӗчӗк ҫеҫ ача та ун чухне

    Кӗтсе ҫӳрейӗ вӗсене.

    Эсӗ пӗлмӗн хӗн-асап мӗнне,

    Хӑрасси те пулмӗ ӗмӗрне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Турӑ пурнӑҫлӗ ҫакна — эс кӗт,

    Куҫран шанчӑка ан вӗҫерт.

(Ҫавӑн пекех Ис. 11:6—9; 35:5—7; Иоанн 11:24 пӑхӑр.)