145-МӖШ ЮРӐ
Турӑ пама пулнӑ рай
-
1. Рай ҫӗр ҫинче Иегова Турӑ
Туса пама сӑмах парать.
Вӑл ҫылӑха йӑлтах пӗтерӗ.
Асап та, вилӗм те пулмасть.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Рай ҫӗр ҫинче каллех пулать,
Ӗненнипе вӑл курӑнать.
Ҫӳлти Аттен пур сӑмахне
Христос кӗҫех йӑлт пурнӑҫлать.
-
2. «Манпа пӗрле райра эс пулӑн»,—
Иисус каланӑ пӗринче.
Вилнисене кӗҫех вӑл чӗртӗ
Пурӑнтармашкӑн ҫӗр ҫинче.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Рай ҫӗр ҫинче каллех пулать,
Ӗненнипе вӑл курӑнать.
Ҫӳлти Аттен пур сӑмахне
Христос кӗҫех йӑлт пурнӑҫлать.
-
3. Паян Христос — ҫӳлти Патшамӑр.
Вӑл шантарать рай пуласса.
Аттемӗре куллен мухтатпӑр,
Чунтан юрлатпӑр тав туса.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Рай ҫӗр ҫинче каллех пулать,
Ӗненнипе вӑл курӑнать.
Ҫӳлти Аттен пур сӑмахне
Христос кӗҫех йӑлт пурнӑҫлать.
(Ҫавӑн пекех Матф. 5:5; 6:10; Иоанн 5:28, 29 пӑхӑр.)