146-МӖШ ЮРӐ
«Пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп»
-
1. Халь вӑхӑт палли ак ҫакна кӑтартать:
Христос тӳпере патшара ларать.
Ҫӳлте вӑл ҫӗнтерчӗ Шуйттан ҫарне.
Кӗҫ пурнӑҫлӗ вӑл Туррӑн ирӗкне.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова пулӗ ҫынсемпе,
Вӑл лартӗ хӑйӗн чатӑрне.
Хӗн-хур тек пулмӗ — ҫитӗ ҫӗн тӗнче.
Текех чирлемӗҫ, вилмӗҫ ҫӗр ҫинче.
«Ҫӗнни эп тӑвӑп,— терӗ Ҫӳлхуҫа,—
Ҫакна кӗртӗп пурнӑҫа».
-
2. Ак курччӑр Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрне —
Таса ҫӗн Иерусалим чапне.
Ахах-мерченпе вӑл ҫиҫсе тӑрать.
Иегова ялан ун ҫути пулать.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова пулӗ ҫынсемпе,
Вӑл лартӗ хӑйӗн чатӑрне.
Хӗн-хур тек пулмӗ — ҫитӗ ҫӗн тӗнче.
Текех чирлемӗҫ, вилмӗҫ ҫӗр ҫинче.
«Ҫӗнни эп тӑвӑп,— терӗ Ҫӳлхуҫа,—
Ҫакна кӗртӗп пурнӑҫа».
-
3. Пит савӑнӗҫ аслӑ хулашӑн ҫынсем.
Ялан уҫӑ пулӗҫ ун хапхисем.
Мӗнпур халӑх ҫӳрӗ ун ҫуттинче.
Ҫак ҫутӑ халех ҫутатать пире.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова пулӗ ҫынсемпе,
Вӑл лартӗ хӑйӗн чатӑрне.
Хӗн-хур тек пулмӗ — ҫитӗ ҫӗн тӗнче.
Текех чирлемӗҫ, вилмӗҫ ҫӗр ҫинче.
«Ҫӗнни эп тӑвӑп,— терӗ Ҫӳлхуҫа,—
Ҫакна кӗртӗп пурнӑҫа».
(Ҫавӑн пекех Матф. 16:3; Ӳлӗм. 12:7—9; 21:23—25 пӑхӑр.)