147-МӖШ ЮРӐ
Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах панӑ
(Псалом 36:29)
-
1. Акӑ Иеговӑн сӑмахӗ:
«Ҫӗр илӗҫ тӳрӗ ҫынсем,
Ӗмӗрлӗх пурнӑҫлӑ пулӗҫ.
Килӗҫ ырӑ кунсем».
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Ӗмӗр пурӑнмашкӑн
Эпӗр пултаратпӑр.
Кӗҫ Туррӑн сӑмахӗ
Йӑлт пурнӑҫланать.
-
2. Пурте ҫитменлӗхсӗр пулӗҫ,
Тухӗҫ райра ирӗке.
Турӑ унта ертсе пырӗ,
Пулӗ мир ҫӗр ҫинче.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Ӗмӗр пурӑнмашкӑн
Эпӗр пултаратпӑр.
Кӗҫ Туррӑн сӑмахӗ
Йӑлт пурнӑҫланать.
-
3. Хуйхӑ кӗҫех иртсе кайӗ,
Чӗрӗлӗҫ вилнӗ ҫынсем.
Турӑ ун чух шӑлса илӗ
Пур куҫҫуль тумламне.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Ӗмӗр пурӑнмашкӑн
Эпӗр пултаратпӑр.
Кӗҫ Туррӑн сӑмахӗ
Йӑлт пурнӑҫланать.
(Ҫавӑн пекех Ис. 25:8; Лука 23:43; Иоанн 11:25; Ӳлӗм. 21:4 пӑхӑр.)