148-МӖШ ЮРӐ
Иегова — пире Ҫӑлакан
(2 Патшасен 22:1—8)
-
1. Иегова, чӗрӗ Турӑ, эсӗ чи асли.
Хӑватлӑ ӗҫӳсем
ҫӗрпе тӳпе тулли.
Никам та танлашаймӗ
сан чапупа, вӑйупа.
Курӗ тӑшман ҫакна.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова — хӑй халӑхне Ҫӑлаканӗ.
Вӑл пирӗн тӗрек, хӑтарать, сыхлать пире.
Унӑн чапӗ, ун ячӗ ҫинчен уҫҫӑн калар.
Хӑрамасӑр, хастарлӑ пулса Турра мухтар.
-
2. Явса илесшӗн вилӗм танати мана.
Иегова, йӑлӑнап,
парсамччӗ сывлӑшна.
Парсам вӑйпа хӑюлӑх.
Мана, Аттем, эс илтсем,
Манӑн хута кӗрсем.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова — хӑй халӑхне Ҫӑлаканӗ.
Вӑл пирӗн тӗрек, хӑтарать, сыхлать пире.
Унӑн чапӗ, ун ячӗ ҫинчен уҫҫӑн калар.
Хӑрамасӑр, хастарлӑ пулса Турра мухтар.
-
3. Сассу хӑватлӑн илтӗнӗ ҫӳл тӳперен —
Пит савнӑпӑр эпир,
чӗтренӗҫ тӑшмансем.
Ун чух хӑв халӑхушӑн
пулса тӑран Ҫӑлакан,
Эсӗ асла тухан.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова — хӑй халӑхне Ҫӑлаканӗ.
Вӑл пирӗн тӗрек, хӑтарать, сыхлать пире.
Унӑн чапӗ, ун ячӗ ҫинчен уҫҫӑн калар.
Хӑрамасӑр, хастарлӑ пулса Турра мухтар.
(Ҫавӑн пекех Пс. 17:2, 3; 143:1, 2 пӑхӑр.)