Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ ЮРӐ

Иаг Турра Христос Патшашӑн мухтӑр

Иаг Турра Христос Патшашӑн мухтӑр

(Ӳлӗмхине 21:2)

  1. 1. Иегова Патшалӑх парса

    Влаҫ панӑ хӑй Ывӑлне.

    Христос, тӳрӗ суд тӑваканӗ,

    Кӗҫ пурнӑҫлӗ Ун ирӗкне.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫӳлти Иаг Турра пурте мухтӑр.

    Мухтавлӑр Иисус Патшана.

    Куллен ыр Кӗтӳҫӗ хыҫҫӑн пырса

    Чунтан парӑнар ӑна.

    Христосшӑн Турра пурте мухтӑр.

    Патша — хӑйӗн тронӗ ҫинче;

    Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума

    Влаҫ панӑ ӑна ҫӳлте.

  2. 2. Ҫӗкленӗҫ ҫӳлти тӳпене

    Христосӑн тӑванӗсем —

    Унта патшасем пулса тӑрӗҫ,

    Рай тӑвӗҫ вара ҫӗр ҫинче.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫӳлти Иаг Турра пурте мухтӑр.

    Мухтавлӑр Иисус Патшана.

    Куллен ыр Кӗтӳҫӗ хыҫҫӑн пырса

    Чунтан парӑнар ӑна.

    Христосшӑн Турра пурте мухтӑр.

    Патша — хӑйӗн тронӗ ҫинче;

    Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума

    Влаҫ панӑ ӑна ҫӳлте.

(Ҫавӑн пекех Ытар. 29:4; Ис. 66:7, 8; Иоанн 10:4; Ӳлӗм. 5:9, 10 пӑхӑр.)