Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

20-МӖШ ЮРӐ

Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна панӑ

Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна панӑ

(1 Иоанн 4:9)

  1. 1. Иегова, чӑн шанчӑк

    Паратӑн эс кӑна.

    Пире эс хӑтарнӑ

    Ывӑлна парса.

    Эпир ак хамӑра

    Сана халалласа

    Сан ирӗкӳ ҫинчен

    Калатпӑр тӑрӑшсах.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пӗр харӑссӑн сана

    Мухтатпӑр юрласа.

    Юратнӑ Ывӑлушӑн

    Сана чыслатпӑр тав туса.

  2. 2. Иегова, эс ырӑ,

    Пире пит юратан.

    Эпир те пуласшӑн

    Сан туссем ялан.

    Хаклатпӑр ҫав тери

    Эс панӑ парнене.

    Хӑтарнӑ вилӗмрен

    Сан Ывӑлу пире.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пӗр харӑссӑн сана

    Мухтатпӑр юрласа.

    Юратнӑ Ывӑлушӑн

    Сана чыслатпӑр тав туса.

    ВӖҪӖНЧЕ ЮРЛАМАЛЛИ

    Иегова, Аттемӗр, эс шанчӑк паракан.

    Чи хаклӑ парнешӗн тав сана чунтан-вартан.

(Ҫавӑн пекех Иоанн 3:16; 15:13 пӑхӑр.)