24-МӖШ ЮРӐ
Иеговӑн тӑвӗ ҫине улӑхар
(Исаия 2:2—4)
-
1. Эсӗ пӑх ҫӳлелле:
Туррӑн тӑвӗ чи ҫӳлли.
Халь вӑл мӗнпур туран та
Аслӑрах, чаплӑрах.
Йышлӑн тӗрлӗ йӑхсем
Пухӑнаҫҫӗ ту патне,
Туслӑн вӗсем чӗнеҫҫӗ
Чӑн Турра пуҫҫапма.
Вӑхӑт ҫитрӗ паян:
Халсӑр халӑх куллен вӑйланать.
Пиллӗхсем Турӑран
Илнӗҫемӗн ӳссе вӑл пырать.
Туррӑн аслӑ влаҫне
Йышӑнаҫ нумай ҫынсем,
Пӗтӗм чунтан ӗҫлеҫҫӗ
Турӑ майлӑ тӑрса.
-
2. Туррӑн чӑн сӑмахне
Пӗлтерме хушать Христос.
Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ак
Сарӑлать ыр хыпар.
Туррӑн Ывӑлӗ халь
Тӳперен ертсе пырать.
Кам ун енне тӑрасшӑн,
Ҫав ҫынна пулӑшар.
Чӗререн савӑнар —
Имсӗр-сумсӑр ҫын йышӗ ӳсет.
Ҫак ӗҫе хутшӑнар —
Вӑй хурсассӑн, Иегова пиллет.
Эсӗ хытӑ саспа
Чӗн хастаррӑн пур ҫынна:
«Улӑх Иегова Туррӑн
Аслӑ тӑвӗ ҫине».
(Ҫавӑн пекех Пс. 42:3; 98:9; Ис. 60:22; Ап. ӗҫ. 16:5 пӑхӑр.)