Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ ЮРӐ

Турӑ хӑй валли суйласа илнӗ ҫынсем

Турӑ хӑй валли суйласа илнӗ ҫынсем

(1 Петр 2:9)

  1. 1. Сывлӑшӗпе суйланӑ

    Иегова ывӑлсене.

    Тӳлесе илнӗ Турӑ

    Ҫӗр ҫинчен вӗсене.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Вӗсем пурте — санӑн,

    Сан ятпа ҫӳрекенсем.

    Сана ҫеҫ чыслаҫҫӗ,

    Хастар пӗлтереҫҫӗ сан ҫинчен.

  2. 2. Ҫакӑ сӑваплӑ халӑх

    Упрать Туррӑн чӑнлӑхне.

    Сӗмлӗхрен Турӑ чӗннӗ

    Ӑна хӑй ҫутине.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Вӗсем пурте — санӑн,

    Сан ятпа ҫӳрекенсем.

    Сана ҫеҫ чыслаҫҫӗ,

    Хастар пӗлтереҫҫӗ сан ҫинчен.

  3. 3. Хушнӑ ӗҫе тӑваҫҫӗ —

    Пухаҫҫӗ сурӑхсене.

    Парӑнса пурӑнаҫҫӗ

    Турӑпа Путеке.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Вӗсем пурте — санӑн,

    Сан ятпа ҫӳрекенсем.

    Сана ҫеҫ чыслаҫҫӗ,

    Хастар пӗлтереҫҫӗ сан ҫинчен.

(Ҫавӑн пекех Ис. 43:20ӑ; Мал. 3:17; Кол. 1:13, 14 пӑхӑр.)