34-МӖШ ЮРӐ
Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем
(Псалом 25)
-
1. Эй Туррӑм, тӳрӗ суд тусам мана —
Ҫӳретӗп айӑпсӑр, шанса тӑрап сана.
Эс пӗтӗмпех мана тӗрӗслесем,
Чун-чӗреме тасат, мана эс пиллесем.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хама илсен, иккӗленместӗп те:
Эп ҫӳрӗп айӑпсӑр мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.
-
2. Лармастӑп эп суеҫсемпе пӗрле,
Нихҫан каяссӑм ҫук йӗркесӗр ҫынсемпе.
Пурнӑҫӑма, тархасшӑн, ман Аттем,
Усал ҫынсемпеле пӗрле ан пӗтерсем.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хама илсен, иккӗленместӗп те:
Эп ҫӳрӗп айӑпсӑр мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.
-
3. Эп сан ҫуртна, Иегова, юратап,
Сӑваплӑ ӗҫ тума мӗнпур вӑя хурап.
Куллен-кунах янравлӑ сасӑпа
Мухтав парни кӳрсе эп аслӑлӑп сана.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хама илсен, иккӗленместӗп те:
Эп ҫӳрӗп айӑпсӑр мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе.
(Ҫавӑн пекех Пс. 24:2 пӑхӑр.)