36-МӖШ ЮРӐ
Чӗрӳне упра
(Ытарӑшсем 4:23)
-
1. Сан пурнӑҫ чӗрӳнтен килет,
Ӑна упра ялан.
Иегова чӗрене курать —
Мӗнле эпир шалтан.
Чӗрен улталасси пулать,
Вӑл хӑш-пӗр чух чее.
Иеговӑн ҫулӗпе пыма
Вӗрент хӑв чӗрӳне.
-
2. Турра шыра, чунтан кӗлту
Хӑв чӗрӳне уҫса,
Ӑна пӗрмай тав ту, мухта,
Шанса пар хуйхуна.
Иегова мӗн вӗрентнине
Эс кӑмӑлтан итле.
Чӗрӳ тӗпне ҫырса эс хур
Ун пӗтӗм законне.
-
3. Сиенлӗ шухӑшран сыхлан,
Ырри ҫинчен шутла.
Эс Турӑ Сӑмахне тӗпче,
Ҫӗнет хӑв ӑс-тӑнна.
Чунтан пӑхӑнакан ҫынна
Хаклать Ҫӳлти Атте.
Эс ӗмӗрех ӑна пуҫҫап,
Унпа пӗрле ҫӳре.
(Ҫавӑн пекех Пс. 33:2; 1 Петр 3:4; Флп. 4:8 пӑхӑр.)