39-МӖШ ЮРӐ
Турӑ умӗнче ырӑ ятлӑ пулар
(Екклесиаст 7:1)
-
1. Ыр ят илмешкӗн Иегова умӗнче
Ӑна итлесшӗн мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе.
Вӑл мӗн ырланине пурне те тунипе
Савӑнтаратпӑр ун чӗрине.
-
2. Кам ятлӑ-сумлӑ пуласшӑн тӗнчере,
Чапа тухасшӑн ҫунать хӑй ӑшӗнче,
Турра вӑл юратмасть, вӑл уссӑр ӗҫ тӑвать,
Усал тӗнче вӗт кӗҫ тӗп пулать.
-
3. Таса ҫӳресчӗ Иегова умӗнче,
Пире вӑл ӗмӗр упратӑр асӗнче.
Турра шанса тӑрар, ун ирӗкне тӑвар,
Ҫапла ыр ятлӑ ялан пулар.
(Ҫавӑн пекех Пулт. 11:4; Ытар. 22:1; Мал. 3:16; Ӳлӗм. 20:15 пӑхӑр.)