Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

48-МӖШ ЮРӐ

Кунсерен Иеговӑпа ҫӳретпӗр

Кунсерен Иеговӑпа ҫӳретпӗр

(Михей 6:8)

  1. 1. Кунсерен йӑваш ҫӳретпӗр

    Тӳпери Аттемӗрпе пӗрле.

    Хӑй ҫулне шыракансемшӗн

    Кӑтартать вӑл пысӑк ырлӑхне.

    Юратса чӗнет Иегова

    Хӑйӗнпе ҫывӑхланма.

    Ҫавӑнпа та халаллатпӑр

    Эпӗр хамӑрӑн пурнӑҫа.

  2. 2. Питӗ ҫывӑх Туррӑн сучӗ —

    Сатанан ҫилли тулса пырать.

    Тӑшмансем нумайланаҫҫӗ —

    Хӑратма та ҫакӑ пултарать.

    Хӳтӗлет пире Иегова —

    Ҫыпӑҫатпӑр ун ҫумне.

    Уншӑн парӑнса ӗҫлетпӗр,

    Ҫирӗп тытӑпӑр ун алне.

  3. 3. Сывлӑшпа та, Библипе те

    Пулӑшу ҫӳлти Атте кӳрет.

    Вӑл тӑванлӑх парнелерӗ,

    Кӗлтусассӑн тимлӗ вӑл итлет.

    Турӑпа пӗрле пулсассӑн,

    Вӑл кӑтартӗ хӑй ҫулне,

    Хӑйӗн умӗнче сӑпайлӑн

    Ӗмӗр пулӑшӗ ҫӳреме.

(Ҫавӑн пекех Пулт. 5:24; 6:9; 3 Патш. 2:3, 4 пӑхӑр.)