49-МӖШ ЮРӐ
Иеговӑн чӗрине савӑнтарар
(Ытарӑшсем 27:11)
-
1. Иегова Туррӑмӑр, сана
Сӑмах паратпӑр пӑхӑнма.
Таса та ӑслӑ пулнипе
Кӳресшӗн савнӑҫ чӗрӳне.
-
2. Чуру халь ҫӗр ҫинче ӗҫлет,
Сана хисеп, мухтав кӳрет.
Хастарлӑн сан ӗҫе тума
Апат парать вӑл вӑхӑтра.
-
3. Сан тӳрӗ ҫулупа пыма
Пире парсамччӗ сывлӑшна.
Вара ӗҫпе савӑнтарса
Куллен мухтавлӑпӑр сана.
(Ҫавӑн пекех Матф. 24:45—47; Лука 11:13; 22:42 пӑхӑр.)