Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

53-МӖШ ЮРӐ

Ырӑ хыпар сарма хатӗрленетпӗр

Ырӑ хыпар сарма хатӗрленетпӗр

(Иеремия 1:17)

  1. 1. Ир-ирех

    Тӑнӑ-тӑман

    Туррӑн ӗҫӗ шухӑшра.

    Ҫутӑлман тулта,

    Сивӗ ҫумӑр ҫӑвать.

    Ӑшӑ килте кӑшт канма юлсан,

    Тен, аван.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хавхалануллӑн, ӑнӑҫуллӑн

    Ырӑ хыпар сарма

    Хатӗрленетпӗр, кӗлтӑватпӑр

    Пиллӗх ыйтса.

    Ангелсемпе пӗрле ӗҫлетпӗр,

    Пирӗнпеле — Иисус.

    Йывӑр пулсассӑн, тӗреклетӗ

    Шанчӑклӑ тус.

  2. 2. Савӑнӑҫ

    Ҫак ӗҫ кӳрет.

    Пиллӗхсем илетпӗрех.

    Пирӗн Туррӑмӑр

    Эпир вӑй хунине,

    Ырӑ ӗҫсем тунине хаклать,

    Вӑл манмасть.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хавхалануллӑн, ӑнӑҫуллӑн

    Ырӑ хыпар сарма

    Хатӗрленетпӗр, кӗлтӑватпӑр

    Пиллӗх ыйтса.

    Ангелсемпе пӗрле ӗҫлетпӗр,

    Пирӗнпеле — Иисус.

    Йывӑр пулсассӑн, тӗреклетӗ

    Шанчӑклӑ тус.

(Ҫавӑн пекех Еккл. 11:4; Матф. 10:5, 7; Лука 10:1; Тит 2:14 пӑхӑр.)