Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

56-МӖШ ЮРӐ

Чӑнлӑхпа пурӑн

Чӑнлӑхпа пурӑн

(Ытарӑшсем 3:1, 2)

  1. 1. Мӗнпур ҫулсенчен чи ырри — чӑнлӑх ҫулӗ.

    Анчах хӑш ҫулпа эс пырасшӑн?

    Турра шанса тӑр — вӑл тӗрек саншӑн пулӗ.

    Вӑл мӗн ыйтнине пурнӑҫла.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пурӑн чӑнлӑхпа,

    Чӗрӳнте ӑна упра.

    Турӑран вара

    Чӑн савнӑҫ илӗн.

    Ӗмӗр пурӑн чӑнлӑхпа.

  2. 2. Эс хӑвӑн вӑйна, вӑхӑтна шеллемесӗр

    Сӑваплӑ ӗҫре тӑрӑшсассӑн,

    Паха парнесем Турӑран илӗн эсӗ,

    Чӑн пурнӑҫ вӑл парӗ сана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пурӑн чӑнлӑхпа,

    Чӗрӳнте ӑна упра.

    Турӑран вара

    Чӑн савнӑҫ илӗн.

    Ӗмӗр пурӑн чӑнлӑхпа.

  3. 3. Ача ашшӗне итлесе тӑнӑ евӗр,

    Иегова кӑтартнӑ ҫулпа пыр.

    Ҫӳлти Аҫупа эс ҫӳре ӗмӗр-ӗмӗр.

    Туллин вӑл пиллетӗр сана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Пурӑн чӑнлӑхпа,

    Чӗрӳнте ӑна упра.

    Турӑран вара

    Чӑн савнӑҫ илӗн.

    Ӗмӗр пурӑн чӑнлӑхпа.

(Ҫавӑн пекех Пс. 25:3; Ытар. 8:35; 15:31; Иоанн 8:31, 32 пӑхӑр.)