Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ ЮРӐ

Тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать

Тӳпе Турӑ мухтавлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать

(Псалом 18)

  1. 1. Ҫӳлти Турра тӳпе мухтать пӗр вӗҫӗм.

    Вӑл тунӑ ӗҫсене

    куратпӑр пӗлӗтре.

    Вӗсен сасси кунсерен илтӗнет,

    Ун чаплӑ енӗсем ҫинчен

    пӗлме парать пире.

  2. 2. Саккунӗ ун паха пур тӗлӗшпе те,

    Пире ӑспа тӗрек

    парать вӑл яланах.

    Ун сучӗсем тӗрӗс, тӳрӗ те чӑн.

    Вӑл панӑ ҫутӑ ӳкӗтсем

    пылран та пылакрах.

  3. 3. Канашӗсем пире куллен сыхлаҫҫӗ.

    Вӑл панӑ пӗлӳсем

    мулран та хаклӑрах.

    Иеговӑран хӑрани тап-таса.

    Ӑна мухтав, хисеп, хӑват

    кӳрер кашни кунах.

(Ҫавӑн пекех Пс. 110:9; 144:5; Ӳлӗм. 4:11 пӑхӑр.)