67-МӖШ ЮРӐ
Турӑ сӑмахне пӗлтерер
-
1. Туррӑмӑр хӑйӗн сӑмахне
Пӗлтерме хушса каланӑ пире.
Мӗне шаннине ӑнлантарма
Кирек хӑҫан та хатӗр тӑмалла.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хыпар сарар
Мӗнпур халӑх хушшинче.
Хыпарлар:
«Пӗтӗ ҫак усал тӗнче».
Вӗрентер
Тӳрӗ кӑмӑллисене.
Пӗлтерер
Мӗнпур ҫӗрте.
-
2. Йывӑр лару-тӑру пулсан,
Тӑшмансем пире чарма хӑтлансан,
Шутламӑпӑр: «Меллӗ вӑхӑт мар»,
Турра шанса пӗлтерӗпӗр хыпар.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хыпар сарар
Мӗнпур халӑх хушшинче.
Хыпарлар:
«Пӗтӗ ҫак усал тӗнче».
Вӗрентер
Тӳрӗ кӑмӑллисене.
Пӗлтерер
Мӗнпур ҫӗрте.
-
3. Лӑпкӑ та майлӑ вӑхӑтра
Пӗлтермешкӗн тӑрӑшар пур вӑйран,
Пулас пиллӗхсем ҫинчен калар,
Ҫӳлти Аттен таса ятне мухтар.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Хыпар сарар
Мӗнпур халӑх хушшинче.
Хыпарлар:
«Пӗтӗ ҫак усал тӗнче».
Вӗрентер
Тӳрӗ кӑмӑллисене.
Пӗлтерер
Мӗнпур ҫӗрте.
(Ҫавӑн пекех Матф. 10:7; 24:14; Ап. ӗҫ. 10:42; 1 Петр 3:15 пӑхӑр.)