68-МӖШ ЮРӐ
Патшалӑх вӑрлӑхне акатпӑр
-
1. Иисус хушнине пурнӑҫа кӗрт —
Эс хутшӑн сӑваплӑ ӗҫе.
Сана вӗрентет, пулӑшать вӑл,
Ӗҫӳ ӑнса пытӑр тесе.
Чӗри ҫыннӑн ырӑ, тӳрӗ пулсан,
Вара акнӑ вӑрлӑх шӑтать.
Чунтан тӑрӑшса туса тӑр ҫак ӗҫе —
Христоса итлени ку пулать.
-
2. Сӑваплӑ ӗҫӳ ӑнасси вӑл
Чылай чух санран та килет.
Ҫынна эс ӑста вӗрентсессӗн
Кӗҫех чӑнлӑхра вӑл ӳсет.
Чӗри иккӗленнӗ е йывӑр чух
Ҫынна хатӗр пул пулӑшма.
Ҫав вӑрлӑх вара ырӑ ҫимӗҫ кӳни
Мӗн тери савӑнтарӗ сана!
(Ҫавӑн пекех Матф. 13:19—23; 22:37 пӑхӑр.)