70-МӖШ ЮРӐ
Тивӗҫлӗ ҫынсене шырар
-
1. Патшалӑх ҫинчен вӗрентсе калама
Христос ӳкӗт панӑ пире:
«Кам тимлӗ итлет, кам пӗлесшӗн Турра,
Шыраса тупӑр ҫав ҫынсене.
Эсир ырӑ сунӑр киле кӗнӗ чух,
Ҫиттӗр канӑҫлӑх ҫав кил-ҫурта.
Анчах хыпара йышӑнмаҫҫӗ пулсан,
Силлӗр урӑр ҫинчи тусана».
-
2. Пире кам итлет — Христоса йышӑнать.
Уҫать Турӑ ун чӗрине.
Тӳр кӑмӑллӑ, тивӗҫлӗ ҫын вӑл пулсан,
Ҫаврӑнать вӑл Иегова енне.
Ан хӑрӑр, ҫынна мӗн калас-ши тесе,—
Святой сывлӑш пире пулӑшать.
Сӑмах пирӗн витӗмлӗ, ырӑ пулсан
Йӑваш ҫын чӗрине хускатать.
(Ҫавӑн пекех Ап. ӗҫ. 13:48; 16:14; Кол. 4:6 пӑхӑр.)