Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

73-МӖШ ЮРӐ

Пире хӑюлӑх парсам

Пире хӑюлӑх парсам

(Апостолсен ӗҫӗсем 4:29)

  1. 1. Эпӗр сан ҫинчен, Иегова,

    Пӗлтеретпӗр кунсерен.

    Пирӗн ыр ята ярасшӑн,

    Хӑратасшӑн тӑшмансем.

    Мӗн тӑвайӗ ҫын пире?

    Эс, Турӑ, пирӗн майлӑ-ҫке.

    Сывлӑшна пама йӑлӑнатпӑр,

    Эс илтсемччӗ пирӗн кӗлле.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс парсам пире хӑюлӑх

    Ыр хыпар сарас ӗҫре.

    Пур ҫынна та пӗлтермешкӗн

    Тӗреклет пире, Атте.

    Питӗ ҫывӑх Армагеддон —

    Чӑнлӑха ҫынсен пӗлмелле.

    Эс парсам пире хӑюлӑх.

    Илтсем пире.

  2. 2. Йывӑр чух сана шанатпӑр —

    Йӑпататӑн эс пире.

    Эс ялан асра тытатӑн

    Ҫын тӑпра ҫеҫ иккенне.

    Тӑшмансем тапӑннине,

    Иегова Турӑ, эс курсам.

    Сан яту ҫинчен хӑрамасӑр

    Каласа тӑма пулӑшсам.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Эс парсам пире хӑюлӑх

    Ыр хыпар сарас ӗҫре.

    Пур ҫынна та пӗлтермешкӗн

    Тӗреклет пире, Атте.

    Питӗ ҫывӑх Армагеддон —

    Чӑнлӑха ҫынсен пӗлмелле.

    Эс парсам пире хӑюлӑх.

    Илтсем пире.

(Ҫавӑн пекех 1 Фес. 2:2; Евр. 10:35 пӑхӑр.)