77-МӖШ ЮРӐ
Тӗттӗм тӗнчере ҫутатакан ҫутӑ
-
1. Ҫак усал, тӗттӗм кунсенче
Ҫутӑ ак палӑрать.
Шурӑмпуҫ ҫутӑлса килет —
Ҫӗнӗ кун ҫывхарать.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Ҫӑлӑнӑҫ хыпарӗ
Тӗттӗмлӗхре ҫутатать,
Чӑн-чӑн телей кӳрет.
Тул ҫутӑлнӑ евӗр
Ҫӗнӗ тӗнче ҫывхарать,
Сӗм каҫ иртет.
-
2. Вӑхӑт халь юлманпа пӗрех,
Ҫынсене вӑратар.
Шанчӑкпа йӑпату парса
Сӗмлӗхрен кӑларар.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Ҫӑлӑнӑҫ хыпарӗ
Тӗттӗмлӗхре ҫутатать,
Чӑн-чӑн телей кӳрет.
Тул ҫутӑлнӑ евӗр
Ҫӗнӗ тӗнче ҫывхарать,
Сӗм каҫ иртет.
(Ҫавӑн пекех Иоанн 3:19; 8:12; 1 Петр 2:9; Рим 13:11, 12 пӑхӑр.)