Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

78-МӖШ ЮРӐ

Турӑ Сӑмахне вӗрентетпӗр

Турӑ Сӑмахне вӗрентетпӗр

(Апостолсен ӗҫӗсем 18:11)

  1. 1. Кам Турӑ Сӑмахне ялан

    Хастаррӑн вӗрентет,

    Иегова ырӑ кӑмӑлтан

    Ҫавна туллин пиллет.

    Иисус кӑтартнӑ пек туса,

    Чунтан юратнипе

    Эпир пурне те пулӑшатпӑр

    Иеговӑна пӗлме.

  2. 2. Чӑн сӑмаха таса чунпа

    Эпир вӗрентнине

    Кураҫҫӗ пурте уҫҫӑнах

    Эпир мӗн тунинче.

    Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен

    Тӗпчетпӗр тӑрӑшса,

    Унти чӑн мул ҫинчен пурне те

    Калатпӑр хаваспа.

  3. 3. Ӑста вӗрентекен пулма

    Иегова йӑлт парать.

    Енчен те пулӑшу ыйтсан,

    Ялан вӑл хуравлать.

    Эпир хаклатпӑр тем пекех

    Иеговӑн Сӑмахне,

    Хыпарҫӑсем пулма чӗнетпӗр

    Вӗренекенсене.

(Ҫавӑн пекех Пс. 118:97; 1 Иоанн 5:14; 2 Тим. 4:2; Тит 2:7 пӑхӑр.)